Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем российской науки

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 07.02.2020 18:53 Просмотров: 393

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ӑсчахӗсемпе преподавателӗсем, наука ӗҫченӗсемпе аспиранчӗсем тата студенчӗсем! 

Флаг синийСире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Хӑть хӑш саманара та аталанӑва ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсемпе открытийӗсем хӑват кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Наука вӑй-хӑватне ӳстерсе пырасси, инновацисене ӗҫе кӗртесси, производствӑна ҫӗнетесси тата ӑна технологи тӗлӗшӗнчен пуянлатасси, импорта улӑштарасси – пирӗн республика умӗнче тӑракан стратегилле тӗллевсем. Экономика ӳсӗмӗ, регионӑн конкуренци пултарулӑхӗ тата халӑх пурнӑҫӗн тулӑхлӑхӗ ытларах чухне вӗсене пурнӑҫланинчен килеҫҫӗ.

Паян Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсен тата техникӑпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен 200 ытла ҫул-йӗрӗ енӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ, 80 ытла ӑслӑлӑх шкулӗ йӗркеленӗ, 40 яхӑн тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлет.

Ҫитӗнекен ӑру наукӑпа ытларах та ытларах кӑсӑкланма тытӑнни уйрӑмах савӑнтарать. Ачасемпе ҫамрӑксен пысӑк технологисен сферинчи ӗҫ-хӗлне пулӑшма республикӑра Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗсене туса хунӑ.

Пурнӑҫне наукӑпа ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна пархатарлӑ тата ырми-канми ӗҫӗшӗн, профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану, ҫӗнӗ открытисем тума, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                   Олег Николаев

Уважаемые ученые, преподаватели, научные сотрудники, аспиранты и студенты!

 Поздравляю вас с Днем российской науки!

На протяжении веков научные достижения и открытия являются движущей силой прогресса.

В Чувашии в настоящее время ведутся исследования по сотням направлений технических, естественных и гуманитарных наук, создано более 80 научных школ, действует около 40 исследовательских лабораторий.

Растет интерес к науке у подрастающего поколения. В республике созданы Центры  молодежного инновационного творчества, способствующие популярности сферы высоких технологий и научных достижений среди детей и подростков.

Выражаю глубокую признательность всем, кто выбрал для себя научную стезю, за благородный самоотверженный труд, преданность выбранному делу.

Желаю ярких достижений, новых открытий, смелых идей и крепкого здоровья для их успешной реализации!

Временно исполняющий обязанности 

Главы Чувашской Республики                                                   Олег Николаев

Добавить комментарий

Последние комментарии

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники