Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём добровольца

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 05.12.2022, 09:52 Просмотров: 382

Флаг синий

Хаклӑ туссем!

Сире пӗтӗм чунтан Доброволец кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн 2017 ҫулхи указӗпе туса хунӑ, Чӑваш Республикинче кӑна хӑйсемшӗн пайта шырамасӑр ырӑ тӑвакан тата юнашарти ҫынсене чун хушнипе пулӑшакан 67 пин ытла ҫынна пӗрлештерет.

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енре ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗ, пархатарлӑ ӗҫсен анлӑхне ӳстерсе пырса тата пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех витӗм кӳрсе, хӑй ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерет. Волонтер организацийӗсен хастарӗсем кашни ҫулах республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшаҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ акцисем ирттереҫҫӗ.

Волонтер штабӗсем кӑҫал Донецк Халӑх Республикинчен тата Луганск Халӑх Республикинчен вӑхӑтлӑха куҫса килнӗ ҫынсене пулӑшу кӳнӗ ҫӗре хутшӑнчӗҫ. Ырӑ тӑвакансем гуманитари пулӑшӑвӗ пухас енӗпе хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, мобилизациленӗ ҫынсен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ. Унччен Украина ССРӗ пулнӑ территорире неонацизмпа паттӑррӑн ҫапӑҫакан доброволецсене уйрӑммӑн палӑртса хӑвармалла.

Пӗрлехи ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывма тата йӑхташӑмӑрсене, обществӑна, патшалӑха пулӑшма яланах хатӗр пулнӑшӑн республикӑри мӗнпур доброволеца Чӑваш Республикин Правительстви ятӗнчен тав тӑватӑп. Хӑвӑрӑн ик-сӗлми вӑй-халӑрпа, харсӑрлӑхӑрпа, пурнӑҫри хастарлӑхӑрпа эсир тӗнчене ырӑрах та лайӑхрах тӑватӑр! Сирӗн паха тӗслӗхӗр тата та нумай ентеше ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасса, ҫавна май пирӗн волонтер юхӑмне ырӑ кӑмӑл-лӑ та хастар чунлӑ ҫынсем ытларах та ытларах хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата пӗтӗм пуҫарура малаш-нехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                    Олег  Николаев

 

Дорогие друзья!

От всей души поздравляю вас с Днем добровольца!

Этот праздник, учрежденный в 2017 году указом Президента Российской Федерации Владимира Владимировича Путина, только в Чувашской Республике объединяет свыше 67 тысяч человек, бескорыстно делающих добро и помогающих ближним.

Добровольчество в современной Чувашии активно заявляет о себе, увеличивая масштабы и расширяя границы участия во всех сферах жизни. Ежегодно активисты волонтерских организаций сопровождают республиканские, всероссийские и международные мероприятия, проводят социально значимые акции.

В этом году волонтерские штабы подключились и к оказанию помощи временным переселенцам из Донецкой Народной Республики и Луганской Народной Республики. Волонтеры принимают активное участие в сборе гуманитарной помощи, оказывают поддержку семьям мобилизованных граждан. Отдельно стоит выделить самоотверженность тех добровольцев, которые в эти дни воюют с неонацизмом не территории бывшей Украинской ССР.

От лица Правительства Чувашской Республики выражаю благодарность всем добровольцам республики за готовность внести вклад в общее дело и прийти на помощь согражданам, обществу, государству. Своей энергией, оптимизмом, активной гражданской позицией вы делаете мир лучше! Уверен, ваш пример вдохновит на добрые дела многих земляков, и наше волонтерское движение пополнится новыми неравнодушными и активными людьми.

Искренне желаю Вам здоровья, благополучия и дальнейших успехов во всех начинаниях!

Глава Чувашской Республики                                               Олег Николаев

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Праздники

Яндекс.Метрика