Чăваш Республикин хисеплĕ ҫыннисем, хаклă ентешсем!
Сире Республика кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ку уяв тĕрлĕ ӳсĕмлĕ, тĕрлĕ нациллĕ ҫынсене, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене, тĕрлĕ политика шухăшĕллисене тата тăван республикăна аталантарассишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет.
Паянхи Чăваш Ен – ҫирĕппĕн аталанакан регион. Унта йăла-йĕркене, ăс-хакăлпа культура пуянлăхне упраҫҫĕ. Республикăн малашлăхĕ пур. Эпир хамăр республикăпа, унăн мухтавлă историйĕпе тата хальхи ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫланатпăр. Тăван республика аталанăвне тӳпе хывнă пур ҫынна та тав тăватăп. Ĕҫченлĕх, хамăр вăя ĕненни пире вăй кӳреҫҫĕ, хăюллă ĕмĕт-тĕллеве пурнăҫа кĕртме пулăшаҫҫĕ, малашлăха хăюллăн пăхма хавхалантараҫҫĕ.
Пурне те палăртнă тĕллевсене пурнăҫламашкăн ҫирĕп сывлăх, ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев
Уважаемые жители Чувашской Республики, дорогие земляки!
Поздравляю вас с Днем Республики!
Этот праздник объединяет всех нас независимо от возраста, национальности, религиозных и политических убеждений. Всех, кому дорого развитие родной республики.
Сегодня Чувашия – динамично развивающийся регион, где дорожат традициями и бережно относятся к сохранению духовного и культурного наследия. У республики большой потенциал и прекрасные перспективы.
Мы по праву гордимся своей республикой, ее славной историей и современными достижениями. Я благодарю всех жителей Чувашии, внесших весомый вклад в становление и развитие родной республики. Трудолюбие, вера в себя и собственные силы делают нас сильными, позволяют решать самые смелые задачи и с уверенностью смотреть в будущее.
От всей души желаю крепкого здоровья, реализации всех намеченных планов и дальнейших успехов!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2024 |