Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем России

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 12.06.2024, 09:08 Просмотров: 1058

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем России

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун пирӗн нумай нациллӗ, тӗрлӗ тӗне ӗненекен халӑхӑмӑр, пирӗнтен кашниех хамӑрӑн аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе пӗр чӑмӑра пӗрлешнине, эпир пурте пӗр шухӑшлӑ пулнине ытарлӑн палӑртать.

Раҫҫей – кашнийӗшех хӑйне евӗрлӗхӗпе, тӗлӗнмелле пуян та илемлӗ ҫут ҫанталӑкпа, халӑх хуҫалӑхӗпе, йӑли-йӗркипе тата культурипе палӑрса тӑракан, чи пахи вара – Раҫҫее юратакан, уншӑн тӑрӑшакан тата ӑна кал-кал аталантарассишӗн ырми-канми вӑй хума хатӗр хастар чунлӑ ҫынсемлӗ 89 регион пӗрлӗхӗ.

Чӑваш Ен те – ҫав ретрех. Эпир Раҫҫейӗн аслӑ ҫемйи йышӗнче чылай ӗмӗр пурӑнатпӑр. Аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑрӑн Иван Яковлевич Яковлевӑн халалне асра тытса Раҫҫее юрататпӑр, шанатпӑр тата унӑн ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр.

Эпир кунта – пин ҫула тӑсӑлакан пуян кун-ҫуллӑ, сумлӑ мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене чыслӑн асра тытакан аслӑ ҫӗршывра – пурӑннипе мухтанатпӑр. Унчченхи ҫӗнтерӳсем, аслисем вӗрентсе ӑс панисем, чун хавалӗпе наци мӑнаҫлӑхӗ пире паян та хамӑрӑн Тӑван ҫӗршыв интересӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлеме, мӗнпур енӗпе тата пӗтӗм сферӑрах нимпе сӑлтавламан санкцисен пусӑмӗ кӳрекен йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп. Пирӗн чун ҫирӗплӗхне тем пек хавшатма хӑтланнине пӑхмасӑр, эпир пурте пӗрле хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑра малалла та ҫӗнетсе улӑштарӑпӑр, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсем ҫине таянса ӑна тӗнчере аслӑран та асли туса хурассишӗн ӗҫлӗпӗр. 

Уяв ячӗпе, хаклӑ ентешӗмӗрсем, республикӑра пурӑнакансем!

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телейпе ӑнӑҫу тата ырлӑх сунатӑп.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ       Олег Николаев

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днём России!

Этот день является символом единения и солидарности нашего многонационального, многоконфессионального народа, каждого из нас вокруг нашего великого Отечества.

Россия – это 89 регионов с уникальной для каждого из них спецификой, народным хозяйством, природой, традициями и культурой, а самое главное – людьми, любящими Россию, готовыми быть деятельными ее гражданами, вносить свой вклад в ее развитие и процветание.

Чувашия в этом ряду – не исключение. Много веков мы находимся в составе большой российской семьи. И, как завещал нам наш просветитель Иван Яковлевич Яковлев, любим, верим и служим России.

Мы гордимся, что живём здесь – в стране с богатой тысячелетней историей, где есть место великим подвигам и достижениям наших славных предков. Былые победы, уроки старших, сила духа и национальная гордость, уверен, и сегодня помогут нам выстоять и защитить интересы нашего Отечества в специальной военной операции, преодолеть все трудности неоправданного ничем санкционного давления практически во всех направлениях и сферах. Вопреки всем попыткам подорвать наш дух изнутри мы вместе будем и дальше преображать нашу страну, делать ее величайшей в мире с опорой на традиционные ценности. 

С праздником, дорогие соотечественники, жители республики!

Желаю всем вам здоровья, счастья, успехов и благополучия.

Глава Чувашской Республики Олег Николаев

Источник: https://cap.ru/news/2024/06/12/glava-chuvashii-oleg-nikolaev-pozdravlyaet-s-dnem

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники