Ветеринари правилисене пăснăшăн

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 10.04.2026, 15:36 Просмотров: 31

Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕн специалисчĕсем февралĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕчченхи тапхăрта Улатăр округĕнче ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăм предприниматель ветеринари правилисене пăхăнманнине тупса палăртнă.

Тĕпрен илсен, сăмах выльăх-чĕрлĕхе хĕрхенмесĕр вĕлерни, аш-какая вакланă чухне температура режимне пăхăнманнни, карантиллĕ мероприятисем ирттерменни тата производство контролĕн программине пурнăçламанни пирки пырать.

Уйрăм предпринимателе Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн темиçе статйипе айăпласси пирки йышăннă постановлени кăçал мартăн 27-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Право йĕркине пуçласа пăснине шута илсе, ăна тупса палăртнă çитменлĕхсене çирĕплетнĕ кунччен пĕтерме хушса хăварнă.

Ветеринари нормисене пăхăнманни выльăх-чĕрлĕх хушшинче тĕрлĕ чир-чĕр аталанас хăрушлăх патне илсе çитерет. Çавăн пекех çиме юрăхлă мар продукци суту-илÿ лавккисене те çитме пултарать. Вăл вара халăх сывлăхне сиен кÿрĕ. Ведомство малашне çирĕплетнĕ правилăсене мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслесе тăрĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники