Пăшалсемпе патронсем те кирлĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 17.04.2026, 15:05 Просмотров: 34

Росгвардие йĕркеленĕренпе 10 çул тата право йĕркине сыхлакан çарсене туса хунăранпа 215 çул çитнĕ май Росгвардин Чăваш Республики тăрăхĕнчи управленийĕн лицензипе ирĕк парас енĕпе ĕçлекен центрĕн специалисчĕсем граждансем хăйсен ирĕкĕпе сĕнекен сунар пăшалĕ-семпе патронсене Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсене ăсатма пулăшаççĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем палăртнă тăрăх, сунарçă пăшалĕпе тăшмансен дронĕсене персе антарма меллĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çынсем хăйсен хĕçпăшалне çар нушисем валли пама пултараççĕ. Çакна Раççей гварди уйрăмĕн лицензипе ирĕк парас енĕпе ĕçлекен центрĕ урлă тумалла. Унта документсене кирлĕ пек йĕркене кĕртме пулăшаççĕ.

Чăваш Енре пурăнакан 400 ытла çын Росгвардин территорири пайĕсене сунар пăшалĕсене ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна парас ыйтупа пынă. Яка кĕпçеллĕ 12-мĕш калибрлă 7 пăшала нумай пулмасть Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çар чаçĕ-сенчен пĕрне пилотсăр вĕçекен аппаратсене тĕп тума ăсатнă.

Кăçал Росгвардин Чăваш Енри сотрудникĕсем республикăра пурăнакансене СВО валли 46 сунар пăшалĕпе 670 патрон памашкăн пулăшнă, тесе пĕлтернĕ Росгвардин Чăваш Республики тăрăхĕнчи управленийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники