Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пулăç Атăлтан питĕ пысăк пулă туртса кăларнă. Пĕр центнера яхăн таякан çуйăна Дмитрий Блинов парăнтарнă.
Вăл тусĕпе июнĕн 20-мĕшĕнче ирхине пулла кайнă. Анчах тĕлĕнмелле пысăк пулă çаклатасси пирки шухăшлама та пултарайман. Ăна туртса кăларас тесе арçын 2 сехет тăрмашнă. Çуйăн 2 метр та 45 сантиметр тăршшĕ пулнă, 99 килограмм ытла тайнă.
Палăртса хăвармалла, Дмитрий Блинов пĕлтĕр те пысăк çуйăн тытнă, анчах та вăл кăçалхинчен пĕчĕкрех пулнă, 35 килограмм тайнă.
И. ИВАНОВ.
Август 2026 |
