Пирĕн республикăра Африка çуйăнне ĕрчетме тытăннă. Ку ĕçе Сĕнтĕрвăрри округĕ- нчи предприниматель Александр Краюшкин кÿлĕннĕ.
2023 çулта вăл «Фермерсен шкулĕнчен» пулă ĕрчетес енĕпе вĕренсе тухнă. Унтан бизнес-план хатĕрленĕ те «Перспектива» грант илнĕ. Пĕтĕмпе 8 миллион тенке яхăн. Проект вара 11,4 миллион тенке кайса ларнă.
Патшалăх укçипе Александр Краюшкин производство тата склад пÿлĕмĕсене çĕнетнĕ, пулă ĕрчетмелли тата упрамалли хатĕр, çавăн пекех Африка çуйăнне, пĕчĕккисене, туяннă.
Пĕрремĕш пулăсене, 1,5 тонна, вăл пĕлтĕр туса илнĕ. Паянхи кун унăн хуçалăхĕнче çулсерен 8 тонна пулă ĕрчетеççĕ. 2028 çул тĕлне вара производствăна пысăклатасшăн, çулталăкне 24 тонна таран çуйăн туса илесшĕн.
С. АЛЕКСАНДРОВА.
Июль 2026 |
