Росгвардин ведомство тулашĕнчи хурал сотрудникĕсем, Куславккара дежурствăра пулнăскерсем, маршрутпа çÿренĕ вăхăтра Шоссейнăй урамри хăйсем хураллакан объектран хăрушлăх сигналĕ илнĕ.
Палăртнă адреспа васкавлă пырса çитсен, вĕсене пĕр çын укçа тÿлемесĕрех магазинран тавар илсе тухма тăни çинчен пĕлтернĕ. Çакна асăрханă сутуçă хăрушлăх кнопки çине пуснă. Арçынна тытса чарнă. Вăл магазинран тĕрлĕ тавар - пурĕ 3 пин те 500 тенкĕлĕх - илсе тухма тăни палăрнă.
Росгварди сотрудникĕ-сем тытса чарнă 37 çулхи арçынна Куславкка муниципаллă округĕн территорири полици пайне илсе çитернĕ. Ун тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма пултараççĕ.
В. ИВАНОВ.
Июль 2026 |
