Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен Чăваш Енрен 952 тонна промышленность пĕлтерĕшлĕ сар пăрçа (горчица) вăрри ăсатнине пĕлтернĕ.
Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 18,4 процент ытларах пулнă.
Ведомствăна пăхăнса тăракан «ВНИИЗЖ» ФГБУ лабораторийĕнчи тĕпчевсем вăрă вăйра тăракан правилăсемпе килĕшсе тăнине кăтартса панă, вăл фитосанитари ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. Кун пирки фитосанитари сертификачĕсем çырса хатĕрленĕ.
Продукцие Белоруссие, Польшăна тата Чехине ăсатнă.