Дарья Моранькова – лауреат

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:55 Просмотров: 41

Шупашкарта хальхи юрăсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн пĕрремĕш финалĕ чаплă гала-концертпа вĕçленнĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕ виçĕ кун хушши хальхи вокал культурин центрĕ пулса тăнă. Конкурсăн суйлав тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухнă талантлă юрăçсем Шупашкара Раççейри 20 регионран пухăннă. Çамрăк вокалистсем, юрăсен авторĕсем, профессилле артистсем тата паллă музыкантсем пĕр сцена çинче тĕл пулнă.

Конкурсра хамăр республикăри артистсем çĕнтерни питех те савăнтарать. Унăн тĕп наградине «Манифест» ансамбль çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ятне Дарья Моранькова (Куславкка округĕ), Мария Антипова тата «Старлайт» ансамбль тивĕçлĕ пулнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем - Елизавета Иванова, Алсу Сафиуллина, Александра Осина тата Анастасия Остроумовăпа «Братья КРИЖ» дуэт.

«Талантлă артистсене республика чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕшĕн ăшшăн тав тăватăп, малашне те çитĕнÿсем тума сунатăп. Финала тухнисенчен кашниех - музыка историйĕн уйрăлми пайĕ. Çак конкурс унта хутшăннисемшĕн çĕнĕ çитĕнÿсен, пултарулăх ÿсĕмĕн пуçламăшĕ пулса тăтăр, - тесе каланă Чăваш Ен культура министрĕ Светлана Каликова.

Палăртма кăмăллă, хальхи юрăсен конкурсне талантлă юрăçсемпе вĕсен авторĕсене пулăшма, музыкăпа çыхăннă культурăна аталантарма тата çавăн пекех çамрăк юрăçсене сцена çине тухма çĕнĕ майсем туса пама ирттереççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники