Куславккана - юратнă хĕрĕ патне

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2025, 15:09 Просмотров: 11

Ноябрĕн 11-мĕшĕнче каçхине Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем «Волга-Козловка-Верхний Курган» автомобиль çулне тĕрĕсленĕ чухне ВАЗ-21124 машина ытти чухнехинчен урăхларах пынине асăрханă.

Полици ĕçченĕсем водителе чарăнма ыйтнă, анчах та лешĕ вĕсем каланине итлемен, тарса пытанма шутланă. Кăштах вăхăт хушши хăваланă хыççăн автомашина çул айккинчи канава анса кайнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче руль умĕнче 2009 çулта çуралнă арçын ача ларни паллă пулнă. Вăл Куславккана Тутарстан Республикинчи Нижние Вязовые поселокран юратнă хĕрĕ патне килни çинчен пĕлтернĕ. Полици сотрудникĕсем çул çитмен çамрăкăн ашшĕне чĕнтерсе илнĕ, лешĕ ывăлĕн автомашина пуррине пĕлмен тесе каланă.

Çакă, паллах ĕнтĕ, яваплăхран хăтармасть. Права илмен водитель транспорт хатĕрĕпе çула тухнăшăн, саккун хуралçисем чарăнма ыйтнине пурнăçламаншăн тата хирĕç килекен транспорт çулĕ çине кĕрсе кайнăшăн арçын ача тĕлĕшпе административлă протоколсем çырма тивнĕ. ВАЗ-21124 автомашинăна ятарлă чарăнăва кайса лартнă, тесе пĕлтерет Чăваш Ен Патшалăх автоинспекцийĕн тelegram-каналĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники