Чăваш Республикинче февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче молекулярлă-генетика лабораторийĕ уçăлнă. Вăл Сывлăх сыхлав министерствин судпа медицина экспертизин республикăри бюровĕн судпа биологи тата генетика тĕпчевĕн уйрăмĕн никĕсĕ çинче вырнаçнă.
Лабораторире тĕрлĕ йышши тĕпчевсем, çав шутра молекулярлă-генетика тата геномлă дактилоскопи (преступлени тунă çынна унăн пÿрнисен йĕрĕсене тĕпчесе палăртмалли меслет) ирттерме май пур. Çак тĕпчевсем пĕр-пĕр çынна е япалана палласа илмелли криминалистика тишкерĕвĕ тума тата кăткăс тĕслĕхсенче япалана, çынна пайăррăн уйăрса илме, тăванлăха палăртма, гражданла ĕçсене пăхса тухнă чухне ашшĕ е амăшĕ кам пулнине тĕрĕс пĕлме пулăшаççĕ. Лабораторире ĕçлекенсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри çавăн пекех çывăх тăванĕсен биоматериалĕ урлă вилнĕ çар служащийĕсене е пĕр-пĕр çынна палласа илесси пулса тăрать.
– Лабораторие хăвăрт хатĕ-рлесе çитертĕмĕр. Пĕлтĕр август-сентябрь уйăхĕсенче ĕçе тытăнтăмăр та халĕ вара унта генетика тĕпчевĕсем ирттерме пĕтĕмпех хатĕр тесе çирĕплетме пултаратпăр. Çак лабораторие уçнă май эпир тÿрех тĕрлĕ задачăсене пурнăçлама – право йĕркине хÿтĕлекен органсене следстви ĕçĕсем ирттермешкĕн, тăванлăха палăртмашкăн пулăшма – пултарассине ăнлантăмăр. Пĕр-пĕр çынна пайăррăн уйăрса илме пултарни ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Паян çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăннă, анчах хыпарсăр çухалнă салтаксен тăванĕсен биоматериалĕн банкне туса хурас задача тухса тăрать. Çак лаборатори пекки республикăра урăх çук, Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри хăшпĕр регионта та çук ун пекки. Çапла вара, енчен те ку таранччен кирлĕ тĕпчевсем ирттермешкĕн кÿршĕллĕ регионсенчен сахал мар пулăшу ыйтма тивнĕ пулсан, халĕ вара эпир ыйтăва хамăр патрах татса пама тата ыттисене те пулăшма пултаратпăр,– тет Чăваш Ен Ертÿçи Олег Николаев.
2024 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ йышăннипе лабораторие йĕркелеме тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме 36 миллион тенкĕ ытла уйăрса панă, тесе пĕлтереççĕ Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинчен.
Февраль 2025 |