Пирĕн республика, пирĕн символсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2025, 10:52 Просмотров: 51

Хуть те хăш патшалăхăн та хăйĕн символĕсемпе эмблемисем пур. Çак йăла мĕн авалтан пырать. Раççей Федерацийĕ – нумай нациллĕ çĕршыв, вăл тĕрлĕ республикăсене пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен пĕри – эпир пурăнакан Чăваш Ен. Анчах та пур чухне те ун пек пулман.

Чăваш Республикинче символсем мĕнле пулса кайнипе çак кунсенче хулари 3-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш «в» класра вĕренекенсем паллашрĕç. Районти тĕп библиотекăн ача-пăча пайĕнче «Чăваш Республикин тĕп символĕсем» ятпа информаци сехечĕ иртрĕ. Ачасем пирĕн республика хăйĕн гербĕпе ялавне 1925 çулта, Октябрьти революци хыççăн тата граждан вăрçи вĕçленсен, тĕрĕсрех, автономи облаçĕ йĕркелесен кăна йышăнма пултарнине пĕлчĕç. Вĕсем Чăваш АССРĕн 1927, 1931, 1938 çулсенчи патшалăх гербĕсемпе тата патшалăх ялавĕсемпе паллашрĕç. Сăмах май каласан, патшалăх ялавĕ 1990 çулчченех улшăнман.

Библиотекăра ĕçлекенсем каласа панисенчен вĕсем çавăн пекех 1992 çулхи августăн 29-мĕшĕнче патшалăх символĕ-сен проекчĕсен конкурсне тăратнă темиçе вариантĕнчен Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн сессийĕн ларăвĕнче Элли Юрьев художник сĕннине, республика гимнĕ вырăнне Герман Лебедев композитор Илле Тукташ поэтăн «Тăван çĕршыв» сăвви валли çырнă кĕвве суйласа илнине пĕлчĕç. Патшалăх символĕсемпе туллинрех паллашас текенсене библиотекарьсем С. Щербаковăн «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кĕнекине илсе вулама сĕнчĕç.

Шкул ачисем «Три солнца» (Виçĕ хĕвел) фильм та курма пултарчĕç. Владимир Галошев режиссер хатĕрленĕ çак кинокартина Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен туллин каласа кăтартать.

Г. ПЕРЦЕВА, Е. ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники