Преступлени тата айăплав

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.02.2026, 14:52 Просмотров: 40

«Гражданла ĕçсемпе право пĕлĕвĕсен никĕсĕсем» проектпа килĕшÿллĕн хулари тĕп библиотекăра нумай пулмасть «Çула çитмен ачасем право йĕркине пăсни тата вĕсемшĕн явап тыттарасси» темăпа ятарлă сехет иртрĕ. «Вăхăтсен улшăнăвĕ» ятлă лапама Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем пухăнчĕç.

Мероприятие çавăн пекех Раççей Шалти Ĕçсен министерствин «Козловский» пайĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен аслă инспекторĕ О. Иванова, тĕп специалист-эксперт - çула çитмен ачасен ыйтăвĕсемпе тата вĕсен прависене хÿтĕ-лессипе ĕçлекен комиссин яваплă секретарĕ Е. Качалова хутшăнчĕç.

Тĕлпулу пуçланиччен çамрăксем «Айăпа кĕни тата айăплав» ятлă видеоролик пăхрĕç. Маларах асăннă темăн тĕп шухăшне унта аван уçса панă. Унтан Оксана Игоревна полици пайĕнче тĕрĕслевре тăракан ачасем мĕнле преступленисем туни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Вăл арçын ачасемпе хĕрачасем çуллахи тата хĕллехи вăхăтра урамра хăйсене мĕнле тытмалли пирки калакан правилăсем çинче те чарăнса тăчĕ, каçхи тата çĕрлехи вăхăтра кил тулашĕ-нче хăçанччен çÿреме юранине аса илтерчĕ.

Ун хыççăн Елена Дмитриевна сăмах илчĕ, çемьепе шкул тата право йĕркине сыхлакан органсем ачасем хушшинче право йĕркине пăсассине асăрхаттарас тĕллевпе пĕрле килĕштерсе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Вăл арçын ачасемпе хĕрачасем ултавçăсен серепине лекнипе тата саккуна хăйсем пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Е. Качалова çавăн пекех çамрăксем пĕлтĕр мĕнле преступленисем туни тата вĕсемшĕн мĕнле айăплани пирки те асăнчĕ.

Арçын ачасемпе хĕрачасем вĕсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.Специалистсем вĕсенчен кашнин çине тĕплĕн хуравларĕç, усăллă сĕнÿсем илсе кăтартрĕç.

Л. ЧЕЛДРИКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники