Çул-йĕр çĕнелет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.08.2026, 13:33 Просмотров: 24

Куславкка муниципаллă округĕнче çул-йĕр инфратытăмне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тăватă çĕрте ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ «Волга - Чăршкасси - Пишенькассы» автоçул сийне çĕнетнĕ. Тулли мар яваплăхлă общество «Ликта» (подрядчик) 1 километр та 35 метр тăршшĕ çула асфальт сарнă.

Куснарти икĕ çула вак чул сарса тухнă. Халĕ ĕнтĕ çумăр çунă хыççăн та Чиркÿ патĕнчи тăкăрлăкри 9-мĕш номерлĕ çуртран пуçласа 13-мĕш çурт таран, Марфа Трубина урамĕнчен тытăнса Ольга Ырзем урамĕпе утса тухма, Центральнăй урама çăмăллăнах çитме пулать. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 590 метр.

Кутемерте Восточнăй урама çĕнетнĕ. Унти çула Н.А. Родионов уйрăм предпринимателĕн подряд организацийĕ вак чул сарса панă.

Округри ытти çул-йĕре те çĕнетеççĕ. «Элиста» подряд организацийĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсенчи шăтăк-путăка халлĕхе 520 тăваткал метр лаптăкра тикĕсленĕ.

Çак ырă улшăнусем пĕтĕмпех «Хăрушсăрлăхлă çулсем» проектпа килĕшÿллĕн пулса иртнĕ.Кăçал вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 10 километр та 494 метр тăршшĕнче юсама палăртнă, çав шутра 4 çухрăм та 885 метр лаптăкра асфальт сармалла. Паянхи куна ку ĕçе 56 процент чухлĕ пурнăçланă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники