
Августăн 1-мĕшĕнче Туканашра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Анатолий Федорович Артемьева асра тытса «Халăх чунĕнче хуткупăс сасси янăрать» ятпа чаплă концерт иртрĕ. Талантлă баянист Шупашкарта тĕрлĕ ансамбльсенче ĕçленĕ, концертсемпе хамăр регионра кăна мар, Раççейри нумай хулапа яла çитсе курнă.
Мероприятие курма пынисене Г. Мочалов, Н. Белов, Л. Степанов, Ю. Тихонов, Н. Леонтьев, М. Андреев ăста баянистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен кашниех чăваш ташшипе юррин кĕввине лайăх калама пултарнине кăтартса пама тăрăшрĕ, хуткупăс ĕмĕрĕ вăрăм пулассине палăртрĕ. Пурте чăннипех те ăста пулни палăрчĕ. Вĕсем куракансен кăмăлне çĕклекен кĕвĕ-юрăпа савăнтарчĕç.
Пирĕн пĕчĕк «çăлтăр» Злата Иванова анне тата хĕртсурт çинчен çырнă юрра юрласа пачĕ. Ирина Кашаевăпа Ксения Моряшова ял халăхне Тăван çĕршыва, çемьене тата юратăва халалланă композицисемпе савăнтарчĕç. Çакăн хыççăн пурте пĕрле чăваш ташши ташласа кăмăлĕсене çĕклерĕç.
Н. ИВАНОВА.
Август 2026 |
