Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.08.2026, 13:48 Просмотров: 34

Пуçаруллă халăх тăрăшнипе юлашки çулсенче ялсемпе хуласен сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăнать. Ку тĕлĕшпе пирĕн округри Кунер территори пайĕ те ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Унти ялсенче пурăнакансем «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хастар хутшăнаççĕ.

Вĕсем сĕнекен тĕрлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртнипе социаллă инфратытăм самаях улшăнни сисĕнет. Кăçал халăх пуçарнипе Кунер тăрăхĕнчи ялсенче 4 проект пурнăçлама пăхнă, çав шутра иккĕшне паян-ыран вĕçлеççĕ. Сăмах Аслă Отечественнăй вăрçăра 1941-1945 çулсенче çапăçса пуç хунă Çăкалăх çыннисене асăнса лартнă палăк тата çак ялти клубра шывпа усă курма май паракан скважина пирки пырать.

Нумай пулмасть Ырашпулăх клубĕнчи библиотека вырнаçнă пÿлĕмсене юсама пуçланă.

Ялта пурăнакансем Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ пуçарусене ырласа йышăнаççĕ, вĕсем ялсен сăн-сăпатне улăштарма пулăшнине палăртаççĕ. «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа тата «Раççей ялĕ» проектпа килĕшÿллĕн 2027 çулта кунта тата 3 проект пурнăçа кĕртесшĕн.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники