Эдуард Краснов хамăр округри Аманик ялĕнче çуралса ÿснĕ. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайнă, пограничник пулнă. Унтан таврăнсан пĕр çул хушши Куславккара комсомол райкомĕнче ĕçленĕ.
Кăштах вăхăт иртсен ăна парти обкомĕ сĕннипе Свердловск хулинчи аслă партшкула КПСС историне вĕренме янă. Унта 3 çул вĕренме ĕлкĕрнĕ, çав хушăра авланнă, çулталăкран йыш хушăннă - ача çуралнă. Çавăнпа çамрăк çемьен каялла тăван тăрăха куçса килме тивнĕ. Эдуард Порфирьевич И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче малалла вĕреннĕ. Аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен дипломлă çамрăк тепĕр темиçе çултан Тĕмшерти Культура çуртне ертсе пыма тытăннă. Унта вăл 20 çул ĕçленĕ.
Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кура 1992 çулта Эдуард Краснова пуçласа суйлав ирттерессипе çыхăннă ĕçе явăçтарнă. Унтанпа 33 çул иртнĕ ĕнтĕ. Хăй каланă тăрăх, малтанах Тĕмшер участокĕнчи суйлав комиссийĕн членĕ, каярах комисси председателĕ пулнă. Пĕр ĕçрен те ютшăнман. 90-мĕш çулсенче суйлава хутшăннă партисен йышĕ уйрăмах пысăк пулнă. Вĕсенчен уйăрнă çынсем суйлав мĕнле иртнине куç илмесĕр тенĕ пек сăнаса ларнă.
Суйлав участокĕнче малтан Тĕмшер ялĕнче пурăнакансем çеç сасăланă. Каярах Варасăрпа Пилешкасси çыннисене те унта кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра Эдуард Краснов Аманикри 719-мĕш суйлав участокĕнче комисси членĕ шутланать. Эдуард Порфирьевич каланă тăрăх, тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕрен ертÿçĕ-семпе ĕçлеме тивнĕ, пуринчен те мĕн те пулин çĕннине вĕреннĕ, мĕншĕн тесен суйлав кашни çул тĕрлĕрен иртет. Хăшпĕр çул - çăмăлтарах, хăш чух - йывăртарах.
- Суйлава ирттериччен те нумай ĕç тума тивет, - тет Эдуард Краснов. - Сасăлава хутшăнакансен списокне хатĕ-рлемелле, кам килте сасăлассине, 18 тултарнă çамрăксене, суйлава пуçласа хутшăнакансене палăртмалла, вĕсем валли парнесем хатĕрлемелле. Килрен киле çÿреттĕмĕрччĕ. Суйлава пымалли çинчен пĕрре çеç мар аса илтереттĕмĕрччĕ.Комисси членĕсен питĕ тимлĕ пулмалла. Сасăлава йĕркеллĕ ирттерсе ярассишĕн тăрăшмалла, кашни çын унта хутшăнма пултарасси вĕсенчен те нумай килет. Пуласлăхшăн, çĕршыв аталанăвĕшĕн сасăламаллине аса илтермелле.
Тĕмшер клубĕнче 20 çул тăрăшнă хыççăн 2010 çулта ку ĕçе пăрахма тивнĕ ăна, мĕншĕн тесен 80-ран иртнĕ ашшĕпе амăшне пăхмалла пулнă. Вĕсем Аманик ялĕнчех пурăннă, хăй вара çемйипе - Тĕмшерте. Иртен пуçласа каçчен тенĕ пек вырăнти культура вучахĕнче ĕçленĕ.
Сăмах май каласан, унăн ашшĕпе амăшĕ пирĕн округра паллă çынсем пулнă. Порфирий Ефремович нумай çул хушши тăван «Волга» совхозра агрономра ĕçленĕ. Вăрмар районĕнчи хуçалăхсенче те вăл тăрăшнипе пысăк тухăçлă тĕштырă туса илнĕ. Амăшĕ вара, Кинчер ялĕнче çуралса ÿснĕ Лидия Федотовна, кăçатă (çăматă) тума ăста пулнă. Эдуард шкулта вĕреннĕ чухнех сехечĕ-сехечĕпе вăл мĕнле ĕçленине сăнаса ларма юратнă. Амăшне пулăшма тăрăшнă. Каярах вара хăй тĕллĕнех кăçатă йăвалама хăнăхса çитнĕ. Малтанхи çулсенче ăна Чулхулана, Хусана, Самар облаçне кайса сутнă. Халĕ вара мăнукĕсемпе ачисем, тăванĕсем валли кăçатă туса парать. Ку ĕçре мăшăрĕ Елена та пулăшать ăна. Пĕр çулхине Арсений Тарасов журналист тăрăшнипе Тĕмшерти Эдуард Краснов мĕнле ĕçленине Чăваш телевиденийĕн передачинче те кăтартнă.
2020 çулта Эдуард Краснов Тĕмшерти А. Г. Журавлев ячĕллĕ шкула физкультура учителĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă, унтан ОБЖ предметне те вĕрентнĕ. Кăçалхипе 3-мĕш çул ĕнтĕ - 9 класлă шкул директорĕ. «Пирĕн коллектив питĕ туслă. Учительсем хушшинче 30-40 çул ĕçлекенсем те пур, пурте пуян опыт пухнă тесен те йăнăш мар,- пĕлтерчĕ Эдуард Порфирьевич.
Унăн мăшăрĕ Елена Николаевна та паян Тĕмшер шкулĕнче социаллă педагог пулса ĕçлет. Вăл тĕрлĕ çулсенче районти тĕп больницăра тăрăшнă, унтан - вырăнти библиотекăра, шкул директорĕ те, Тĕмшер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те пулнă. Хуть те мĕнле ĕçре те хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă.
Красновсем ачисемпе те мухтанма пултараççĕ, туслă çемьере пĕр хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Виççĕшне те тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă. Çавăнпа паян ачисем те, пилĕк мăнукĕ те тăван яла час-часах килсе çÿреççĕ, хăйсен çывăх çыннисене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Август 2026 |
