Ĕççи кал-кал пырать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:07 Просмотров: 33

Республикăри уй-хирте вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Августăн 12-мĕшĕ тĕлне 37 пин гектар çинче тĕштырăсене пухса кĕртнĕ.Пĕтĕмĕшле илсен 140 пин тонна тырă тĕшĕленĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 37,9 центнерпа танлашнă. Хăшпĕр округсенче çавăн пекех пахчаçимĕç кăларса пухаççĕ.

Муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округра августăн 12-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 3479 гектар çинче вырса илнĕ, ку вăл кăçал пухса илмелли лаптăкăн 35,5 проценчĕ пулать. Халлĕхе 13 780 тонна тырă тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 1 гектартан 39, 6 центнер.

Пахчаçимĕç анисем çинче те ĕç пырать: купăста касаççĕ, хăяр пухаççĕ. Юрий Мясников, Ирина Васильева, Андрей Кудяков фермерсем çĕрулми кăлараççĕ.

Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем килес çул пирки те шухăшлаççĕ - кĕр тыррисем акаççĕ. «Родина» СХПК ĕçченĕсем халлĕхе 69 гектар ыраш акнă, Валерий Гуреньков фермер ку ĕçе 20 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи культурăсене (ырашпа тулăна) муниципалитетра кăçал 3041 гектар акса хăварма палăртнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пулса пырать. Республикăра августăн 12-мĕшĕ тĕлне 64,8 пин тонна утă, 308,5 пин тонна сенаж тата 9,8 пин тонна силос хатĕрленĕ пулсан, Куславкка муниципаллă округĕнче выльăх-чĕ- рлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма халлĕхе утă 973 тонна, сенаж - 4221, силос – 2800 тонна пур.

Хамăр округри ялхуçалăх предприятийĕсемпе, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе эпир тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Вĕсен ĕçри кăтартăвĕсем çулран çул ÿссе пыраççĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники