Чăх-чĕп ĕрчетеççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:12 Просмотров: 31

Людмила Плотникова Куславкка округĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче мăшăрĕпе Александрпа тата Ярослав ятлă ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Пĕлтĕр июнь уйăхĕнче çемье харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме шутланă, «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн социаллă контракт çырнă.

Плотниковсем чăх-чĕп ĕрчетме тĕллев лартнă. Патшалăх уйăрса панă укçапа инкубатор, выльăх апачĕ тата чĕпсем кăларма çăмарта туяннă. Хальхи вăхăтра çемье инкубаторта пĕчĕк чĕпсем кăларнипе пĕрлех вĕсене ÿстерет, чăх какайĕ туса илет. Вĕсен продукцине кÿршисем те, ялта пурăнакансем те хаваспах туянаççĕ. Плотниковсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ: ĕçлесе илнĕ тупăшпа хуçалăха малалла аталантарма усă кураççĕ.

«Малтанхи вăхăтра, паллах ĕнтĕ, пăшăрханаттăмăр, йĕркеллĕ ĕçлесе кайма пултарăпăр-ши тесе шухăшлаттăмăр. Анчах та ваттисем куç хăрать те алă тăвать тесе ахальтен каламан иккен. Халĕ пирĕн хамăрăн пысăках мар хуçалăх пур. Хатĕр продукцие туянакансем те çителĕклех. Чи кирли - ыранхи кун мĕнле пуласси пирки эпир пăшăрханмастпăр. Чăх-чĕп ĕрчетесси пирĕншĕн çемье ĕçĕ пулса тăчĕ. Эпир хамăр валли хамăрах ĕç тупрăмăр»,- тет Людмила Геннадьевна.

Плотниковсен ырă тĕслĕхĕ патшалăх пулăшнипе çемье хăйĕн умĕнчи тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарнине лайăх çирĕплетсе парать. «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çырса хатĕрленĕ социаллă контракт вĕсене хăйсем тĕллĕн ĕçлесе пыма, малашлăха шанчăклă пăхма пулăшнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники