Çивĕч ыйтусене татса пама

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:46 Просмотров: 39

Муниципалитет администрацийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна Куславкка муниципаллă округĕнче мĕнле пурнăçланине пăхса тухрĕç. Ун çинчен тĕплĕнрех ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕн заместителĕ Анастасия Нугуманова каласа пачĕ.

«Ниме - Халăх бюджечĕ» программа, халăх пуçарнипе йĕркеленĕскер, аталансах пырать. «Раççей ялĕ» проект пулăшнипе кăçал пирĕн округра 52 проекта пурнăçа кĕртме пăхнă, çав шутран 14-шĕ çул-йĕре юсассипе çыхăннă, 38-шĕ - ялсене тирпей-илем кĕртессипе тата социаллă объектсем тăвассипе. Вĕсене ĕçе кĕртме пурĕ 66 миллион тенкĕ пăхса хунă. Пуçару ытларах сĕнекенсем пирки калас пулсан, Куславкка территори пайĕ - 18, Елчĕк - 8, Энтри Пасар территори пайĕ 6 проект пурнăçлама палăртнă. Паянхи куна 25 проекта ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Вĕсем çынсене усă кÿреççĕ. Энтри Пасар, Пăрмас, Куснар, Карач, Елчĕк, Куславкка территори пайĕсенче тата 17 объектра хĕрÿ ĕç пырать.

Куславккасем çак кунсенче округа 2027 çулта аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ сĕнусем пама пултараççĕ. «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнмашкăн заявкăсвене çак уйăх вĕçлениччен пама пулать. Проектсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен пăхса тухаççĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен округра пурăнакансен чи лайăх пуçарусене суйласа илмелле пулать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники