Аваллăх манăçмасть

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:52 Просмотров: 38

Çĕршывра августăн 17-мĕшĕнче кашни çулах Пĕрлехи фольклор кунне паллă тăваççĕ. Çак пуçару 2020 çулта вăй илнĕ. «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар тăрăхĕнчи «Ясна» этнокомплексра каллех «Ясна Музыка» ятпа фольклор фестивалĕ иртнĕ.

Кăçалхипе улттăмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие «Манăçми аваллăх» ят панă. Унта Куславкка муниципаллă округĕн Карачри «Энĕш» халăх фольклор ансамблĕ те хутшăннă. Коллектив авалхи йăлапа вăйă картине тăнă, несĕлсен çемье пурнăçĕнчи йĕркесене, иртнипе хальхин уйрăмлăхĕсене кăтартса панă, куракансене хăйсен мăн аслашшĕсен юрри-ташшипе савăнтарнă.

Фестивале пынисем Карачри «Энĕш» фольклор ансамблĕ хăйне евĕрлĕ те калама çук пултаруллă пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники