«Ниме – халăх бюджечĕ» программăпа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 25.09.2026, 14:32 Просмотров: 28

Хамăр округра пулса иртекен ырă улшăнусем çинчен эпир пĕрре çеç мар çырнăччĕ хаçатра. Çак проектсем республика ертÿçисемпе пурнăçа лайăхлатас шухăшлă çынсем пĕрле пухăнса тăван кĕтесе илемлетме, хăтлă тума пултарнине кăтартса параççĕ.

Карач территори пайĕнче, тĕрĕсрех Кĕçĕн Карачри Луговая урамра нумай пулмасть 367 метр çула асфальт сарнă.

Кунер территори пайне кĕрекен Çăкалăх ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă салтаксен палăкĕнчен инçех мар фронтран чĕрĕ таврăннă ентешсене асра тытса обелиск лартнă. Гранит плита çине вăрçă хыççăн çĕршыва аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕ 69 çын хушаматне çырса хунă.

Тĕмшер территори пайĕнчи Варасăр ялĕнче çемьепе усăллă канма хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан спорт площадки уçăлнă. Унта халĕ ачасем тĕрлĕ вăйăсем выляма, çитĕннĕ çынсем спортпа интересленме, ăмăртусем ирттерме пултараççĕ.

Çак объектсене пурне те Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннĕ «Ниме – халăх бюджечĕ» программăпа «Раççей ялĕ» проект пулăшнипе тата ялта пурăнакансен пуçарăвне тĕпе хурса туса лартнă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники