
Куславккара пурăнакан хĕрарăм волонтерсем ятарлă çар операцинче çапăçакан ентешсене пулăшу параççĕ.
Куславккара пурăнакан Маргарита Анохинăн аслашшĕ Дмитрий Петрович Пыльчиков Аслă Отечественнăй вăрçăра Берлина çитнĕ. Водитель пулнă. Фашистсен йăвине çитиччен унăн икĕ машинине çапса аркатнă, виççĕмĕшĕпе Германин тĕп хулинче çÿренĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата «Берлина илнĕшĕн» медале тивĕçнĕ паттăр салтак.
Кукашшĕ Моисей Николаевич Козырев вăрçа хăй ирĕкĕпе кайнă. 1943 çулта Курск пĕккинче пуçне хунă.
Салтаксен мăнукĕ
Илья, Маргарита Анохинăн ывăлĕ, Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Юрлама юратать, музыка шкулне çÿрет. «ВитаминкА» ансамбле хутшăнать. Икĕ çул каялла районти Культура çуртĕнче ыркăмăллăх концерчĕ пулчĕ, унта вăл «Я внук того Солдата…» юрра юрласа пачĕ. Халăх ура çине тăрса алă çупрĕ, çамрăк юрăçа тав турĕ.
Концертра Маргарита тусĕсемпе пĕрле укçа пухрĕ. Вăл вăхăтра вĕсем ятарлă çар операцинчи салтаксем валли япаласем туянатчĕç, фронта çитерсе паратчĕç.
Пĕррехинче çамрăк хĕрарăм Куславкка урамĕнче пĕлĕшне тĕл пулнă. Лешĕ Çурçĕрте пурăнать иккен. Маргарита тата унпа пĕр шухăшлă çынсем кирлĕ ĕç тунине пĕлсен «типĕ яшкасем» хатĕрлеме сĕннĕ çавăскер. Çурçĕрте ĕçлекен ар çынсене çавă йышши апат питĕ килĕшет-мĕн, апат пĕçерме вĕсен вăхăт та, кирлĕ çимĕç те çук, пакетри хатĕре вĕрекен шыв çине яраççĕ те яшка хатĕр та. Туссене çакă сĕнÿ килĕшнĕ, анчах рецепчĕ пулман. Хальхинче те телейĕ çумрах çÿренĕ иккен. Маргарита ăнсăртран «Комсомольская правда» хаçатăн сайте уçнă та унта Ростов облаçĕнчи хĕрсем яшка наборĕсем хатĕрленине пĕлнĕ. Рецепчĕсене те çавăнтах çырса кăтартнă. Пĕр тăхтаса тăмасăрах амăшĕпе ывăлĕ кирлĕ çимĕçсене типĕтнĕ, яшка пĕçерсе пăхнă. «Питĕ тутлă!» - тенĕ Илья.
Маргарита пухнă ушкăн çакăн хыççăн ĕçе пуçăннă. Халĕ те, çĕнĕ рецептпа набор пухсан, шкул ачине астивсе пăхма сĕнеççĕ, лешне килĕшсен салтаксене те килĕшессе шанаççĕ. Çамрăк пулсан та арçын арçынах çав, аслисем мĕн çиме пултарассине пĕлсе тăрать.
«Илюша ывăлăм мăн аслашшĕсене хисеплет, вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанать, мăнаçланать. Çакна курса манăн та вăрçăри ентешсене пулăшас килет. Асаттесемпе асаннесем туптанă Çĕнтерĕве пирĕн таптама памалла мар. Совет Салтакĕ фашизма аркатнă, эпир вара çав Салтакăн еткерçисем, вĕсен ĕçне малалла тăсаканĕсем».
Ушкăнпа ĕç вĕрет
2024 çулхи нарăс уйăхĕнче пĕр ĕмĕтлĕ çынсем пĕрле чăмăртаннă. Маргарита Анохина килне Куславккара пурăнакан Наталья Иванова, Татьяна Файзуллина, Ольга Погодина, Жанна Васильева, Ольга Николаева, Диляра Стулова, Марина Архипова çÿреме пуçланă. Вĕсен ырă ĕçĕ пирки Мĕниçырмипе Чăрăшкасси хĕрарăмĕсем Анна Черновăпа Надежда Мартынова пĕлнĕ, вĕсем те пулăшу кÿнĕ. Маргаритăн амăшĕ Зоя Пыльчикова та айккинчен пăхса тăман, вăл та хĕрĕ пуçарнă ĕçе кÿлĕннĕ. Евгения Шихранова предприниматель вара укçа-тенкĕ панă, сушилка туяннă.
Ушкăнри çынсен кашнин хăйĕн яваплăхĕ, пĕри çĕр улми типĕтет, тепри – кишĕр, виççĕмĕшĕ – сухан… Тăршшĕ-пех çапла. Тутлă «типĕ яшка» пĕçерме темĕн те кирлĕ-çке: какайĕ те, тăварланă хăярĕ те… Малтан вĕсене вĕретеççĕ, ун хыççăн мясорубка витĕр кăлараççĕ, кайран сушилкăсемпе типĕтеççĕ. Пакетсене тултарнă чухне пурте пĕрле пухăнаççĕ. Пысăк сĕтел умне тăраççĕ те ту-у-тлă яшка «пĕçереççĕ». Борщ та хатĕрлеççĕ, рассольник та, купăста яшки те – пурĕ сакăр тĕрлине курупкасене тултараççĕ.
- Пирĕн ретре халĕ вун пиллĕкĕн, - каласа парать Маргарита Валерьевна. – Кашниех – ăста кил хуçи. Уйрăмах Наталья Иванова пирĕншĕн питĕ хаклă çын. Вăл Куславккари хĕрарăмсен тĕрминче ĕçлет, унта судпа айăпланнисене повар специальнăçне вĕрентет. Яшкара хăш çимĕç, тăвар е техĕ- млĕх курăкĕсем мĕн чухлĕ пулмаллине пĕтĕмпех тĕрĕслесе тăрать.
Куславкка тăрăхĕнче пурăнакан пуçаруллă хĕрарăмсем фронтра çапăçакан ентешĕсем патне 32 пин яшка наборĕ, рис тата типĕтнĕ улма-çырлапа пĕçернĕ 1500 пăтă ярса панă. Хĕрлĕ кăшманпа тăварланă хăяртан хатĕрленĕ салат, тутлă шăршăллă тăварпа типĕтнĕ шурă çăкăр таткисем, витаминлă курăксенчен тунă чей тем чухлех ăсатнă. Панулмине типĕтсе чипсăсем тума питĕ ăсталанса çитнĕ тата, вĕсем те курупкăсенче вырăн тупаççĕ.
Тав тăваççĕ паттăрсем
Тавшăн, мухтавшăн ĕçлемеççĕ волонтерсем, çапах та хăйсен апачĕ салтаксене килĕ-шнине пĕлсен савăнаççĕ. Ытларах чухне пирĕн паттăрсем социаллă сетьсенче тав тăваççĕ хастарçăсене. Фото- е видеоÿкерчĕксем килеççĕ, «Зов Чувашии» ыркăмăллăх фончĕ урлă та хăйсем хĕпĕртенине пĕлтереççĕ. Чăвашран каякан гуманитари тиевĕнче куславккасен апат-çимĕçĕ яланах пур.
«Зов Чувашии» фонд кăна мар, уйрăм çынсем те çитерсе параççĕ пакетсенчи техĕмлĕ апата. Кутемерте пурăнакан Сергей Солонин хăйĕн машинине тулли тултарать те час-часах вăрçă пыракан çĕре тухса каять. Маргарита Анохина ертсе пыракан ушкăнăн «продукцине» те тĕрĕс-тĕкел илсе çитерет. Евгения Шихранова предприниматель те, отпуска килнĕ салтаксем те ятарлă çар операцине пуçтарăнсан куславккасен «типĕ яшкине» аса илеççĕ, хăйсемпе пĕрле илеççĕ. «Сирĕн апат питĕ тутлă, анне пĕçерсе панине аса илтерет. Вăрçăра та Чăвашра пулнăн туятпăр хамăра», - теççĕ ентешсем.
Пĕрле пухăнсан кÿлĕ тулать
Хăй вăхăтĕнче волонтерсем «ВКонтакте» социаллă сетьре пахча çимĕç кирли çинчен пĕлтерÿ панă. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ вара хăйсем, Куславкка районĕнче пурăнакан çынсем килĕсенчен миххи-миххипе çимĕç илсе килнĕ, районти Культура çуртне, Куславккари чиркĕве, «Скрепка» магазина пушатнă вĕсене. Вырăнти иккĕмĕш шкул учителĕсем, Александр Гофманпа Эдуард Выйгетов район Пухăвĕн депутачĕсем укçа панă, çавă укçапа какай туяннă.
Халĕ хĕрарăмсем хăйсен килĕсенче хăйсем çитĕнтерме тăрăшаççĕ кирлĕ ÿсентăрана. Иван Семенов ертсе пыракан фермер хуçалăхĕ вара мĕн кирлине пĕтĕмпех парать. Çĕрулмирен пуçласа йÿçĕтнĕ купăста, тăварланă хăяр таранах тивĕçтерет. Вырăнти тĕрмере ĕçленĕ ветерансем те питĕ хастар, уйсене çĕрулми пухма çÿреççĕ.
Укçа-тенкĕпе те пулăшаççĕ çынсем. Пĕлтĕр кăна волонтерсен ушкăнĕ 133 пин тенкĕ пухнă.
Хĕрарăмсен килĕсенче темиçешер сушилкă пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлет, хăшĕсем чăтаймаççĕ, ванаççĕ. Фирдавильпе Айсылу Искандаровсем, предпринимательсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Куславккари иккĕмĕш вăтам шкул пĕтернĕ çамрăксем çĕннисене туянса панă. Юрать-ха юсаса параканни те пур, Наталья Медяковăн упăшки пĕр тăхтаса тăмасăр ĕçе пуçăнать.
Акă вĕсем, хĕрÿ чĕреллĕ çынсем
Ушкăнри хăшпĕр волонтер çинчен темиçе сăмахпа та пулсан каласа хăварас килет. Наталья Ивановăна аса илтĕмĕр-ха, вăл рецептсем тăваканни, вĕсене пăхăнса ĕçленине тĕрĕслекенни, Куславккари тĕрмере профессилле пĕлÿ паракан преподаватель. Ольга Погодина – «Домовой» управляющи компанийĕн мастерĕ. Татьяна Файзуллина – пенсире, тĕрмере отряд начальникĕ пулнă. Надежда Евдокимова иккĕмĕш шкулта учительницăра ĕçлет. Светлана Миронова - çакă шкулăн завучĕ. Галина Московкина ача садĕнче воспитательте тăрăшнă. Наталья Медяковăн ывăлĕ ятарлă çар операцинче çапăçать. Çĕвĕç пулнă май вăл маскировка костюмĕсем те, трусисем те çĕлет.
Маргарита Анохина хăй вăхăтĕнче Çурçĕрте пурăннă, упăшки вилсен тăван Куславккана куçса килнĕ. Пĕчченех икĕ ывăл çитĕнтерет. Кĕçĕнни инвалид пулнăран ялан унпа юнашар.
Çапла маттур вĕсем, Куславкка хĕрарăмĕсем, Çĕнтерÿ Салтакĕн йăхĕнчен вĕсем. Хăйсен ирĕкĕпе, чун-чĕре хушнипе фронта пулăшаççĕ, Раççее никам та парăнтарайманнине иккĕленмесĕр ĕненеççĕ.
В. КОНСТАНТИНОВ.
Шухăш
Надежда Лукинова, Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕн социаллă политики енĕпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен пайĕн начальникĕ:
- Куславккари муниципаллă округра волонтерсен 17 ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшасси. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 85 çул çитнине паллă турĕç, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн ентешсене те Тав хучĕсем парса чысларĕ. Вĕсен йышĕнче Карачри ушкăна ертсе пыракан Василий Семенов пулчĕ.
Волонтерсем ытларах хÿтĕлев тетелĕсем çыхаççĕ. Маргарита Анохинăн ушкăнĕ вара яшка, пăтă пĕçерме, чей вĕретме хатĕр наборсем хатĕрлет. Ку вăл питĕ усăллă та йывăр ĕç. Апат-çимĕç, консервăсемпе варенисем яракансем те пур пирĕн тăрăхра. Уйрăмах Куславкка хулинче пурăнакан Юлия Кузьминана асăнмалла. Пенсие тухиччен вăл биологи учителĕ пулнă. Пĕр кун та ахаль лармасть, унăн хваттерĕнчи газ плити çинчен кастрюль-банка татăлма пĕлмест.
Ноябрь 2026 |
