Вăрăм ĕмĕр пурăнакансем чăннипех те телейлĕ. Турă вĕсене нихăçан иксĕлми хастарлăх, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе утма чăтăмлăх, çак çĕр çинче тăван кил ăшшине упрама иксĕлми вăй-хал панă пулмалла.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Елизавета Егоровна Степкина 98 çул тултарчĕ. Вăл Туканаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн шăпине каярах Куславкка хулипе çыхăнтарнă. Елизавета Егоровна 43 çул автофургонсен комбиначĕн сывлăх пунктĕнче фельдшер пулса ĕçленĕ.
Тăрăшуллă хĕрарăм мăшăрĕ-пе, Николай Павловичпа пĕрле, пĕр ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿс- тернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вара, ватлăх кунĕсенче, Елизавета Степкина виçĕ мăнукĕпе тата вĕсен икĕ ачипе шăкăл-шăкăл калаçса, савăнса пурăнать.
Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Алексей Людков вăрăм ĕмĕрлĕ хисеплĕ ватăна унăн пурнăçĕнчи паллă кунпа ăшшăн саламларĕ, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвне тата асăнмалăх парне пачĕ.
Вăрăм ĕмĕрлĕ кашни çын - Куславкка муниципаллă округĕн пуянлăхĕ тата мухтавĕ. Алексей Николаевич Елизавета Егоровнăна нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав турĕ, пархатарлă кунçул, ачисемпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕ-семпе тата нумай çул савăнса пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Ноябрь 2026 |
