Çул-йĕре йĕркене кĕртеççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.11.2026, 13:28 Просмотров: 11

Куславккара юлашки вăхăтра нумай ырă улшăну пулчĕ. Суворов урамĕнчи автомашинăсем ытларах çÿрекен вырăна, хулари пасар территорийĕпе юнашар вырнаçнăскере, асфальт сарчĕç.

Тулли мар яваплăхлă «Инвест-строй» обществăра ĕçлекенсем 30 лет Победы тата Лобачевский урамĕсем хушшинчи тăкăрлăка тинех йĕркене кĕртрĕç. Унăн тăршшĕ - 135 метр.

Куславкка муниципаллă округĕн территорийĕнче 2026 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ 12 километр та 486 метр тăршшĕ çул-йĕре юсама пăхнă. Ку тĕллевпе 71 миллион та 528 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех. Паянхи куна 27 объекта хута янă: 5 километр ытла çула - асфальт, 6,6 километр чухлĕ вак чул сарса тухнă.

Йĕршер ялĕнчи Карл Маркс тата Ырашпулăхĕнчи Мир урамĕсенчи çулсене çак кунсенче вак чул сараççĕ. Çавăн хыççăн вырăнти пĕлтерĕшлĕ урамсенче пурнăçламалли ĕçсен çулталăкри планне вĕçленĕ теме пулать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники