Асаилÿ тĕнчи - унăн ачалăхĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 13.11.2026, 13:30 Просмотров: 6

«Литературăллă Чăваш Ен: 2025 çулхи çулталăк кĕнеки» фестиваль-конкурса халалласа Тĕрлемес ялĕнчи библиотекăра «Асаилÿ тĕнчи - манăн ачалăх» кĕнеке авторĕпе Людмила Прохоровăпа тĕлпулу иртрĕ.

«Серебряный возраст» клуба çÿрекенсене вăл хăйĕн пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, юлашки çулсенче пичетленсе тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Людмила Николаевна пĕлтĕр кун çути курнă «Асаилÿ тĕнчи - манăн ачалăх» кĕнеки çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Поэт унти сăвăсене тăван ялта пурăнакансене, унăн урамĕсене, хăй çуралнă килне, ашшĕпе амăшне, кÿршисене, мăшăрне, ачисемпе мăнукĕсене халалланă. 2025 çулта автор çав кĕнекене пирĕн библиотекăна парнеленĕччĕ. Вулавăша пыракансем хамăр ентешĕн Людмила Прохорован сăввисене хаваспах вулаççĕ.

Библиотека çумĕнчи клуба çÿрекенсем те, çак тĕлпулăва хутшăннисем те вырăнти сăвăçа чылай ыйту пачĕç, вĕсем çине вăл тĕплĕн хуравларĕ. Людмила Николаевнăна пурте çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем, ентешĕсене малашне те илемлĕ сăвăсемпе савăнтарма сунчĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники