Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ÿпке чирĕ сарăлас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа тухтăрсем уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтаççĕ.
Ÿпке этемшĕн пысăк пĕлтерĕ-шлĕ органсенчен пĕри шутланать. Вăл пире кислородпа пуянлатать, кăмрăк йÿçек (углекислă) газне организмран кăларать. Анчах та ытти органсем пекех, ÿпкене те вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăмалла. Анлă сарăлнă тата витĕмлĕ меслетсенчен пĕри - флюорографи, пĕр-пĕр органа, сăмахран, ÿпкене, рентген пайăркисемпе экран витĕр кăтартса пленка çине ÿкерсе тĕрĕслени. Йывăррăн иртекен чирсем - пневмони, туберкулез, усал шыçăсем - малтанхи тапхăрта çынна аптăратсах каймаççĕ, шăпах ĕнтĕ флюорографи тĕрĕслевĕ вĕсене вăхăтра тупса палăртма тата çийĕнчех сиплемешкĕн тытăнма май парать.
Пирĕн районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра çак тĕрĕслеве «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн хальхи йышши цифрăллă аппаратпа ирттереççĕ, вăл диспансеризаци программине кĕрет. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 9000 тĕрĕслев ирттернĕ. Чир-чĕр ересрен асăрханас тĕллевпе тухтăрсем çулталăкра пĕр хутчен те пулин флюорографире пулмалла теççĕ. Çавăнпа кăкăр кăшкарĕ ыратать, ÿсĕрттерет, сывлăш пÿлĕ- нет, сывлама йывăр пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр врач патне тухса утмалла.
«Хальхи йышши флюорографи аппарачĕсем сывлăза сиен кÿмеççĕ. Анчах та пациентсенчен нумайăшĕ çакна пĕлсе тăрсах флюорографи тутармасть, организма рентген пайăркисемпе сиен кÿресрен хăрать. Çавнашкал çынсем тĕрĕслев вăхăтĕнче рентген пайăркисем питĕ сахал лекни, вĕсем организма сиен кÿменни çинчен илтнĕ, паллах. Çитменнине тата флюорографи тума ятарласа хатĕрленмелле маррине те, çын чирленипе чирлеменни çав кунах паллă пулнине те пĕлеççĕ»,- тет районти тĕп больницăн пайăркасемпе диагноз лартакан уйрăм заведующийĕ Аркадий Силов.
Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕ-шĕн тăрăшмалла. Çавăнпа та флюорографи тумалли çинчен манмалла мар. Чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе халăха çулсерен диспансеризацине чĕнсе тĕрĕслеççĕ. Хăвăра сывă тесе шутлатăр пулсан та участокри врач патне сывлăха тĕрĕслеттерме каймаллах.
Р. КОВАЛЕВА.
Ноябрь 2026 |
