Чăваш Ен чысне хÿтĕлет

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 03.10.2025, 15:47 Просмотров: 124

41981

Чăваш Республикинчи вĕрентекен «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса чи маттур 20 педагог йышне кĕме пултарнă. Сăмах Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен Алевтина Алексеева пирки пырать.

Вăл «Раççейри чи лайăх учитель» конкурса хутшăнать. Çамрăк педагог Санкт-Петербургра иртнĕ тапхăрта хăйĕн пултарулăхне кăтартса финала лекнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур субъектсенчи педагогсем хутшăннă.

Алевтина Алексеева Елчĕкри вăтам шкултан 2015 çулта вĕренсе тухнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университетне пĕтернĕ хыççăн вăл педагог профессине суйласа илнĕ. Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта Алевтина Александровна 2022 çултанпа ĕçлет.

Пултаруллă вĕрентекен Чăваш Республикин чысне малалла хÿтĕлĕ. «Раççейри чи лайăх учитель» конкурс финалĕ Мускав облаçĕнче иртĕ.

Д. МЕДВЕДЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники