Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 06.02.2026, 14:56 Просмотров: 33

Пирĕн хуласем малашне аталанса пырасси мĕнрен килет? Çынсенчен тата мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртнинчен. Шăпах çакăн пирки калаçнă та Уфара «Çуралнă кĕтес - Раççей вăйĕ» ятпа иртнĕ форумăн регионсенчи кунĕсенче. Унта хăйсен ĕçне кура тĕрлĕ ыйтусем татса паракансем пухăннă. Чăваш Енрен пынă делегаци йышĕнче муниципалитетсен ертÿçисемпе специалисчĕсем пулнă, вĕсем пĕтĕм çĕршыври ĕçтешĕсен опычĕпе паллашнă.

«Пĕрле тĕл пулса калаçни Раççейĕн кашни кĕтесĕнче пурнăçа лайăхлатма май паракан йышăнусем тума пулăшать», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Администрацийĕнчен пынă Евгений Грачев. Вырăнти самоуправлени аталанăвĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрлешĕвĕн (ВАРМСУ) хушма председателĕ Ирина Гусева паянхи куна территорисен финансĕсемпе экономики тата вĕсене аталантарас тĕлĕшпе 5000 тĕрлĕ опыт пухса хатĕрленине палăртнă. «Ку вăл теори мар, пурнăçа кĕртмелли меслетсем, вĕсемпе пирĕн патра усă курма пулать»,-тесе çирĕплетнĕ.

Форумăн тĕп тĕллевĕ - аталану вырăнти пуçарусенчен пуçланни çинчен каласа ăнлантарасси. Унта хутшăннисем Уфаран чи лайăх пуçарусене харпăр хăй муниципалитетĕнче ĕçе кĕртме тытăнас шухăшпа, çĕнĕ проектсемпе таврăннă. Раççей вăйĕ - унăн пĕчĕк çĕршывĕсенче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники