Этемлĕх историйĕ - ку вăл хапсăнуллă е хÿтĕлевлĕ вăрçăсен историйĕ. Хуть те мĕнле пулсан та хĕçпăшаллă хирĕçтăру икĕ ене те пысăк инкек, йывăрлăх кÿрет. Çав вăрçăсене пула пынă çапăçусенче миллионшар çын пурнăçĕ татăлнă.
Имперализм вăрçи вăхăтĕнче вилнисем 14 миллион çурăна яхăн шутланнă. Çав йышран çуррине яхăн мирлĕ çынсем пулнă. Унтанпа 100 çул иртрĕ пулин те, эпир вĕсене манма тивĕçлĕ мар. Акă мĕншĕн ĕнтĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинче вилнисене хуть те хăш çĕршывра та асра тытма йышăннă. Асăну кунĕ августăн 1-мĕшĕнче иртрĕ.
Çав кун эпир те Куснарти библиотекăра пухăнтăмăр. Хурлăхлă мероприятие тивĕçлĕ шайра йĕркелеме В. Щацилло çырнă «Новейшая история XX века» кĕнеке пулăшрĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçипе çыхăннă цифрăсемпе фактсене эпир шăпах унтан илтĕмĕр. Каярах хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ Н. Ивановпа В. Морсковăн «Аслă Куснар ялĕн историйĕ» кĕнекипе усă курса çав вăрçа хутшăннă хамăр ял çыннисем çинчен пĕлме пултартăмăр. Куснарта пурăнакансен килĕсенче упранакан фотоÿкерчĕксем те çакнах çирĕплетсе пачĕç. Çывăх тăвансем пирки те пĕлме пултартăмăр. Тĕслĕхрен, пирĕн ял çынни Петр Семенович Плотников, 1890 çулта çуралнăскер, 4, 3, 2 степеньлĕ Çветтуй Георгий орденне илме тивĕçлĕ пулнă иккен. Унăн ятне Мускаври Кремлĕн Георгиевски залĕнчи паттăрсен йышне кĕртнĕ.
Иртнĕ вăрçăн паттăрĕсем! Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, эпир сирĕн паттăрла çул-йĕрĕре малалла тăсатпăр.
Н. ПЛОТНИКОВА.
Август 2025 |