Çемье вучахĕн çулăмĕ сÿнмест

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.02.2026, 14:52 Просмотров: 39

Карач территори пайĕнчи илемлĕ те пĕчĕк ялта, Мĕниçырминче, январĕн 24-мĕшĕнче Архиповсен туслă та килĕшÿллĕ çемйи чаплă юбилей - пĕр-пĕринпе пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине паллă турĕ.

Кил хуçи Николай Петрович Мĕниçырминчен кÿршĕллĕ Минкĕше, сакăр çул вĕренмелли шкула çÿренĕ, ăна пĕтерсен Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре «Тракторист-экскаваторщик» специальноçне алла илнĕ. Каярах шăпи Куславккари кирпĕч заводне илсе çитернĕ, каччă унта пулас мăшăрĕпе, Варасăрта çуралса ÿснĕ Елена Степановнăпа тĕл пулнă. 1966 çулта вĕсем туй тунă. Январĕн 24-мĕшĕнче унтанпа шăпах ĕнтĕ 60 çул çитрĕ. Ку вăхăталла телейлĕ мăшăр пĕр ывăлпа пĕр хĕр - Генăпа Надьăна пăхса ÿстерме, тивĕçлĕ воспитани пама ĕлкĕрнĕ. Ватлăхра савăнмалăх паян вĕсен мăнуксем ÿсеççĕ, час-часах яла килсе çÿреççĕ.

DSC 7320

Архиповсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята, нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн район тата республика шайĕнче грамотăсемпе хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Пенсие тухиччен Елена Степановна 27 çул хушши Мĕниçырми ялĕнче клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Кирпĕч заводне хупсан Николай Петрович «50 лет Октября» совхозра трактористра ĕçленĕ, унтанах пенсие кайнă. Туслă та пĕр-пĕринпе килĕ- штерсе пурăнакан çемье паян та Карач территори пайĕнче, ялта ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Ыттисем те ырă тĕслĕх илеççĕ вĕсенчен, ялйыш хисеплет.

Февралĕн 2-мĕшĕнче Илепарти Петровсем те пĕрле пурăнма тытăннăранпа 60 çул çитнине паллă турĕç. Вĕсем те 1966 çулта пĕр çемье çавăрнă. Кил хуçи Юрий Александрович нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен пĕр вăхăт Карачри Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1959-1963 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. Çар хĕсметĕнчен таврăнсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.Ун хыççăн çамрăк специалиста Минкĕшри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ.1970-1988 çулсенче Юрий Александрович Куславкка районĕнчи чи пысăк хуçалăхсенчен пĕринче - «Аниш» совхозра парти организацийĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Унтан 2005 çул таранччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех Карачри вăтам шкул директорĕ пулнă.

d94c81f2bf6a474092863d21d18baa37

Унăн ытарайми мăшăрĕ Алевтина Ивановна та И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче ăс пухнă. Аслă пĕлÿллĕ учитель 1965 çулта Карачри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Юрий Александрович каланă тăрăх, çамрăк та илемлĕ хĕре вăл 1958 çулта Карачра утă çулнă чухне пуçласа асăрханă, пĕрре курсах килĕштернĕ. Алевтина Ивановнăпа Юрий Александрович ĕмĕр тăршшĕпех çамрăк ăрăва воспитани парас енĕпе ĕçленĕ - 40 çул ытла Карач шкулĕнче тăрăшнă, таврари ялсенчи кашни ача шăпинче ырă йĕр хăварнă. Çак тапхăрта вĕсем мĕн тери пысăк ĕç туса ирттернине пурте аван пĕлеççĕ - хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем пулнă май учительсемпе врачсен, ученăйсен, çĕр ĕçченĕсен чылай ăрăвне тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тÿрĕ кăмăлпа нумай çул хушши ĕçленĕшĕн хисеплĕ мăшăр халăх çутĕçĕн отличникĕсен ятне тивĕçнĕ. Вĕсене «Ĕç ветеранĕ» медальпе, учительсен чи лайăх династийĕ пулнине палăртса Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин дипломĕпе наградăланă. 2017 çулта Петровсен çемйи «Юратупа шанчăклăхшăн» орден илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсене çавăн пекех «Чи лайăх ĕç династийĕсене упраса хăварнăшăн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне панă, медальпе наградăланă.

Алевтина Ивановнăпа Юрий Александрович пĕр-пĕрне чăннипех те телейлĕ çемье тесе шутлаççĕ. Ялйыш та вĕсемпе мухтанать, вĕсене хисеплет. Юрий Александрович нумай çулранпа Карач тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ шутланать.

Туслă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан çемьере виçĕ хĕр çитĕннĕ: Светлана, Татьяна, Марина. Виççĕшĕ те ашшĕпе амăшĕн профессине суйласа илнĕ, педагогсен династине малалла тăснă. Вăталăххине, Татьяна Юрьевнăна, карачсем ытларах пĕлеççĕ. Вăл вырăнти шкулта нумай çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ.

«Аттепе анне пире ĕçпе пиçĕхтерсе воспитани панă. Вĕсем – ырă кăмăллă, сăпайлă çынсем. Çав хушăрах пиртен те çирĕп ыйтатчĕç, вĕрентетчĕç, халĕ те тĕрлĕ канаш парса пулăшаççĕ. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр», - терĕ Татьяна Юрьевна ашшĕпе амăшĕ çинчен сăмах пуçарсан.

60 çул пĕрле пурăннă, бриллиант туй ячĕпе ялта ятлă мăшăрсене Куславкка округĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ Анастасия Ульданова, Карач территори пайĕн ертÿçи Ираида Ларионова, вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Анна Семенова, культура ĕçченĕсем тата ялта пурăнакансем ăшшăн саламларĕç. Анастасия Витальевна çемье йăли-йĕркине çирĕплетнĕшĕн, ăс-хакăлпа нравственность пуянлăхне упранăшăн тата ачисене воспитани парас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Архиповсемпе Петровсене Чăваш Республикин Юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Ираида Ларионова Карач территори пайĕнче çакăн пек сумлă, нумай çул хушши пĕр-пĕ-рне хисеплесе пурăнакан мăшăрсем пурри пурне те савăнтарни çинчен каларĕ. Пурнăç çулне 60 çул хушши алран алла тытса утмашкăн чун хавалĕ, вăй-хăват, чăтăмлăх сахал мар кирлине палăртрĕ вăл. Хисеплĕ мăшăрсене вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе малашне те йывăрлăхсене туймасăр утăмлама, çемье ăшшипе килĕшĕве упрама нихăçан сÿнми ăшпиллĕхпе пархатарлăх сунчĕ. Унтан Ираида Анатольевнăпа Карач территори пайĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Анна Семенова сумлă мăшăрсене чĕрĕ чечексем, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

«Çемье» - Куславкка муниципаллă округĕн тĕп пуянлăхĕ тата çитĕнĕвĕ» проектпа килĕшÿллĕн пирĕн тăрăхра пĕр-пĕринпе нумай çул хушши килĕштерсе пурăнакансене чысласси ырă йăлара. Анастасия Ульданова Николай Петровичпа Елена Степановна Архиповсене тата Юрий Александровичпа Алевтина Ивановна Петровсене пĕр-пĕринпе нумай çул хушши пурăнакан хисеплĕ çемьесен - юбилярсен кĕнекине кĕртни çинчен пĕлтерчĕ.

Телей мĕнре тенине кашни мăшăр хăйне майлă ăнланать. Кун çинчен ыйтсан Архиповсем, тĕслĕхрен, мăшăрсăр пĕр чун та пурăнманнине, кайăк та йăва çавăрманнине, пĕр-пĕрне мăшăрлăх суйласа илсе 60 çул пĕр сукмакпа юнашар утма шăпа пилленине асăнчĕç. Петровсем вара чун-чĕрери ырă туйăмсене паянхи куна çити упрама тăрăшнине, халĕ те 60 çул каяллахи пекех пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа пăхса, юратса пурăннине пĕлтерчĕç. «Çемье телейĕ упăшки - арăмне, арăмĕ - упăшкине сума сунинче, çывăх çын мĕн каланине итлеме пĕлнинче», - терĕç. Вĕсем каланă тăрăх, пурнăçа юратмалла, кашни куншăн савăнма, пĕрле ирттернĕ кашни сехете хаклама пĕлмелле, çемье вучахĕ мĕнле çуннине тимлĕх уйăрмалла, ун чухне вара вăл сÿнмест.

Хисеплĕ мăшăрсене 60 çул пĕрле пурăннă ятпа саламлама районтан нумай функциллĕ «Автоклуб» культура центрĕ те килсе çитрĕ. Ăна час-часах ялсенче курма пулать. «Надежда» ансамбле çÿрекен артистсем Карачри культура çурчĕн сцени çинчен ăшшăн саламларĕç юбилярсене, вĕсем килĕштерекен юрăсене шăрантарчĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники