Информаци вăрçи нихăçан та чарăнмасть. Нумай çул каялла совет халăхĕ тунă Аслă Çĕнтерÿ çинчен тĕнчене те, пире хамăра та мантарасшăн, историе урăхлатса çырса çав çĕнтерÿ хакне чакарасшăн.
Унтан та ытларах: фашистсене хирĕç çума-çумăн тăрса кĕрешнĕ тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе ярасшăн, тăшманлă тăвасшăн. Çакна Украина тĕслĕхĕнченех аван куратпăр. Паян каллех юн юхать, хуласемпе ялсем арканаççĕ, çынсем вилеççĕ. Раççей çĕрĕн ырлăхĕ-пуянлăхĕ кама кăна илĕртмен пуль, Анăçри çăткăнсем паян та хапсăнаççĕ авă. Совет Союзне вакланă пек, Раççее те аркатса пайăн-пайăн çăтса яма ĕмĕтленеççĕ. Истори урокĕсене мансан усаллин тымарĕ хăвăртах хунав ярать.
Кăçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине паллă турăмăр. Çĕнтерÿçĕсене тата халь пыракан ятарлă çар операцийĕнчи паттăрсене халалласа Раççейри писательсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ятарлă кĕнеке хатĕрлерĕ. «Çĕнтерÿрен Çĕнтерĕве. От Победы к Победе» ятлă кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Унта Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан вăтăр ытла çыравçă хайланă калавсемпе очерксем, поэмăсемпе сăвăсем кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ-сем – Ольга Куликовăпа Светлана Гордеева, художникĕ – Дмитрий Литаврин.
Кĕнекен пĕрремĕш пайне - чăвашла çырнă произведенисене, иккĕмĕшне вырăслисене вырнаçтарнă. Очерксен, хăшпĕр поэмăсемпе сăвăсен геройĕсем - хамăр ентешсемех. Сăмахран, «Блокада ачи» очеркра Арсений Тарасов çыравçă Комсомольски тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Павел Ишмуратов çинчен каласа парать. Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ хăйĕн «Катюша» поэминче И. Флеров капитан батарейинче паттăррăн çапăçнă ентешĕмĕрсене ятран асăнса сăнарланă. Галина Матвееван «Его звали Чуваш» поэмин ?вырăсла Аристарх Дмитриев куçарнă% сыпăкĕсенче тыткăна лекнĕ пограничник Яков Николаев концлагерьтен тарса Польша территорийĕнче партизансен отрядне йĕркелени, тĕрлĕ халăх çыннисенчен тăракан çав отряд фашистсемпе паттăррăн кĕрешни çинчен вуласа пĕлетпĕр. Сергей Юшков çыравçă-фронтовик халь пирĕ-нпе çук ĕнтĕ. Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕленĕ салтаксем çинчен вăл поэма çырса хăварнă. Кĕнекере поэмăн пĕр сыпăкĕ пур, вырăсла ăна çыравçăн хĕрĕ Людмила Исаева сăвăç куçарнă. Олег Кульев «Асаттене нихçан та эп курман» сăвва вăрçăран таврăнайман Авраам Кульева асăнса çырнă. Николай Ларионов та калавне чăн пулнине тĕпе хурса хайланă. Тутар Республикинчи Тăхăрьял çынни Артем Никитин тĕнче хĕрринчи Австралире чăваша тĕл пулать. Вăрçă вăхăтĕ- нче тыткăна лекнĕ çынна Америка салтакĕсем ирĕке кăлараççĕ. Тăван çĕршывна таврăнсан сана тĕрмене хупĕç тенĕрен Ванюк пĕр çĕршывран теприне куçать, киле таврăнас шанчăка çухатать.
Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене халалланă сăвăсем те чуна пырса тивеççĕ. Йĕпреç районĕнчи Липовка поселокĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Алексеев Авдеевкăна нацистсенчен ирĕке кăларассишĕн пуçне хунă, унăн тăватă ачи ашшĕсĕр тăрса юлнă. Позывной вырăнне вăл аслă ывăлĕн ятне илнĕ: Богдан. Галина Матвеева çырнă сăвă та çав ятлах. «Амăшĕ» сăвва çак çыравçă ывăлне Украинăри хирĕçтăрура çухатнă Л. Баклушинăна, хура тутăр çыхма тивнĕ ытти амăшĕ- сене халалланă.
Ятарлă çар операцийĕнчи событисене, геройсене çыравçăсем кашни хăйне май сăнласа кăтартнă. Валентин Константиновăн персонажĕсем вăрçă хирĕнче тăшман салтакĕпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Тăшманĕ вара - ачалăхри тусĕ иккен, Куслаккара хăйсемпе пĕрле выляса-кулса ÿснĕскер.
Улькка Эльменĕн Иришки хунямăшĕ хăйне урам тăрăх хăваласа чупсан та тарать-таратех упăшки патне. Лешĕ - ятарлă çар операцийĕнче. Пĕрре тĕлпулăва кайса килнĕ хĕрарăм, медсестрана вĕренсе тухнăскер, хăй унта çав тери кирлине ăнланса илет.
Чуна хускатса шухăша яракан произведенисем татах та пур çак кĕнекере.
Г. АНТОНОВА,
кĕнеке редакторĕ.
Сентябрь 2025 |