Пирĕн ентеш – талантлă композитор, педагог

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.05.2026, 14:59 Просмотров: 17

Scan 0225

Юрий Николаевич Мясников - талантлă композитор, баянист, педагог, ертÿçĕ, обществăлла деятель. Вăл 1926 çулхи майăн 28-мĕшĕнче пирĕн округри Анат Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иртнĕ эрнере паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

5 çулта чухнех арçын ача хуткупăс калама вĕреннĕ, ăна ашшĕпе амăшĕ пиччĕшне парнеленĕ пулнă. Аслине кура кĕçĕнни ташă кĕввисем шăрантарма хăнăхса çитнипе, вĕсене хăй те илемлетме тăрăшнипе савăннă ашшĕ вара ăна та купăс илсе панă. Лешĕ шкулти пултарулăх коллективĕн аккомпаниаторĕ пулса тăнă. Çак ăсталăх ăна кĕвĕ-юрра юратнă, чиркÿ хорĕнче юрланă амăшĕнчен куçнă пулмалла.

1933 çулта Юрий Туканашри çичĕ класлă шкулта вĕренме пуçланă. 1-мĕш класра чухнех Куславккара ирттернĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти смотрне хутшăннă. Ю. Мясников çакнашкал концертсенчен пĕрин çинчен аса илнине чăвашсенчен тухнă профессилле музыковед Ю. Илюхин хăйĕн статйинче çапла çырса кăтартнă: «Эпĕ купăс калани куракансене килĕшрĕ пулмалла... Нумайччен алă çупнине тата залра тĕттĕм пулнине çеç астăватăп. Унта çынсем ларнине курмарăм, электричество лампочкисем (эпĕ вĕсене ун чухне пĕрремĕш хут куртăм) куçа питĕ йăмăхтаратчĕç».

Каярах Юрий Александрович талантлă музыкантăн Чăваш çĕршывĕн тĕп хулинчи çитĕнĕвĕ çинчен каласа панинчен çакă паллă: «Вăл «Родина» кинотеатр залĕн сцени çинче вылярĕ. Арçын ачана пысăк хуткупăс тыттарчĕç, ун хыçĕнче кам ларни те курăнмастчĕ. Пÿрнисем çеç клавиатура тăрăх пĕрин хыççăн тепри чупатчĕç. Куракансем çакна интересленсе сăнарĕç. Пĕчĕк ăстаçăна тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Сцена çинчех ăна пионерсен тумне, тетрадьсемпе кăранташсем парнелерĕç».

Шкулта вĕреннĕ çулсенче Юрий Мясниковсăр пĕр концерт та иртмен. Вăл сцена çине хорпа та, уйрăм юрăçсемпе те пĕрле тухнă, ташă кĕввисем те янăратнă. Пултаруллă арçын ача сăвăсем те, пĕчĕк пьесăсем те çырнă, шкулти «Ĕмĕт» литература журналне кăларса тăма хутшăннă.

1940 çулта Юрий Мясников Чăваш педагогика училищине (халĕ Н.В. Никольский ячĕллĕ Чăваш педагогика колледжĕ) вĕренме кĕнĕ. Вăл студентсен хорĕнче юрланă, Максим Ястран поэт ертсе пынă литература кружокне çÿренĕ, хăйĕн сăввисене «Пионер сасси» хаçатра пичетленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан педучилище хупăннă, çак çуртра эвакогоспиталь уçнă. Юрий вара Куславккари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренме тытăннă. Пултаруллă каччăна агитбригадăна йышăннă. Çамрăксем заводри цехсене, районти колхозсене час-часах тухса çÿренĕ, концертсем кăтартнă.

1943 çулта 10-мĕш класра вĕренекене Хусанти авиаци завочĕн (вăл унта электромонтер пулса тăрăшнă) Куславккари филиалĕнче ĕçлеме сĕннĕ. 1945 çулта Юрий Мясников чăваш халăх композиторĕ Герман Лебедев сĕннипе Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ.1946 çултан пуçласа вăл çавăн пекех медицина ĕçченĕсен хорĕнче аккомпаниатор шутланнă.1949 çулта училище пĕтернĕ хыççăн ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме янă. Шăпах ĕнтĕ унта вăл хăй пултаруллă композитор та пулнине кăтартса панă. Енчен те унăн произведенийĕсене маларах хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ коллективсем кăна шăрантарнă пулсан, тепĕр çулталăкранах Иван Ивник сăмахĕсемпе çырнă «Утренняя Волга» юррине Композиторсен союзĕ патшалăх ансамблĕн репертуарне кĕртме сĕннĕ. Чăваш шăпчăкĕсем Тамара Чумаковăпа Мефодий Денисов Юрий Мясниковăн пĕччен юрлама çырнă произведенийĕсене сцена çинче шăрантарма пуçланă...

Юрий Мясников тĕрлĕ çулсенче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче обществăлла профессисен факультечĕн деканĕ пулнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕ-нче баянпа калама вĕрентнĕ, Шупашкарти Пионерсен керменĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ. Вăл 200 ытла произведени çырса хатĕрленĕ, çав шутра «Чĕремре - Куславкка» юрра та. Унăн юррисемпе кĕввисене республикăри профессилле коллективсем, хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсем паян та юратсах шăрантараççĕ.

В. КОЧЕШКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии