Республикăра «Кĕр парнисем» ялхуçалăх ярмăрккисем икĕ кун кăна ĕçленĕ-ха. Анчах та çак икĕ кунра фермерсем 69 тонна продукци сутма ĕлкĕрнĕ.
Аса илтерер: сентябрĕн 12-мĕшĕнче республикăра йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем» ярмăрккă ĕçлеме тытăннă. Унта çитсе пахчаçимĕç, аш-какай, сĕт юр-варĕ, кĕрпе таврашĕ, пыл туянма май пур. Таварсем лавккарисенчен самай йÿнĕрех, мĕншĕн тесен сутуçăсене вырăнсемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Ярмăрккăра, сăмахран, çĕрулми - 21,5 процент, сухан - 31,4, кăшман - 41,1, кишĕр 25,7 процент йÿнĕрехпе туянма пулать.
«Кĕр парнисем» ярмăрккăсем кашни канмалли кун октябрĕн 4-мĕшĕччен ирхине 9 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни 2 сехетчен ĕçлĕç. Ватăсене волонтерсем пулăшаççĕ, туяннă тавара киле çитерсе параççĕ.
Шупашкар хулинче экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕçпе улма-çырлана тата ытти продукцие 4 вырăнта туянма май пур: «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ умĕнче, Эльгер урамĕнчи 11-мĕш çурт патĕнчи фермерсен речĕсенче, «Пехет» агромаркетра, Çĕнĕ Шупашкар хулинче вара ялхуçалăх ярмăрккисем 8 вырăнта ĕçлеççĕ.
Сентябрь 2026 |
