Професси суйласа илесси - шкулта вĕренекенсемшĕн чи кăткăс ыйтусенчен пĕри. Паян вĕсем пĕр юханшывăн икĕ çыранне курма пултараççĕ: производствăна тата вĕренĕве.
Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем çак кунсенче Шупашкарта тулли мар яваплăхлă общество «Промтрактор» производство компанийĕнче экскурсире пулса курчĕç, мĕнле специалистсем кирлипе интересленчĕç. Кадрсен ыйтăвĕ заводра çивĕч тăрать: ЧПУ операторĕсем, инженер-технологсем, конструкторсем, наладчиксем халех кирлĕ. Сăмах интернетра пур чухне те асăнакан профессисем çинчен кăна мар, чăннипех те ĕçлеме хатĕр çынсем пирки пырать, кашни кун тенĕ пек тĕрлĕ техника ăсталакансем çитмеççĕ.Машинăсем тăвакан отрасль вуншар пин специалиста пĕрлештерсе тăрать, вăл - Чăваш Республикин пĕтĕм промышленность комплексĕн çирĕп никĕсĕ.
Тĕп хулари И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетăн машиностроени факультетĕнче пире вăл е ку специальноçа алла илес кăмăл пулсан вĕренме кĕнĕ чухне мĕнле предметсемпе экзаменсем тытмалли, ăçта практика ирттермелли тата ĕçе кĕмелли йĕрке çинчен каласа пачĕç.Эпир çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн умри çул уçă, чи кирли - техникăпа интересленни тата вĕренес кăмăл пурри.
А. ИВАНОВ.
Ноябрь 2026 |
