Тем те тÿссе ирттернĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:31 Просмотров: 33

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Йĕршерти Мироновсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Алексей Михайловичпа Галина Геннадьевна 1976 çулта çемье вучахне чĕртнĕ.

Пĕр-пĕринпе тĕл пулнă чухне иккĕшĕ те çамрăк пулнă. «Ку вăл - санăн пулас мăшăру», - тесе шăппăн систернĕ пулмалла шăпа. Пĕрремĕш хут курсах каччăпа хĕр вăйлă юратса пăрахнă тесе калаймăн. Вĕсем тăтăшах тĕл пулнă, часах иккĕшĕ те пĕр-пĕрне килĕштернине, çур сăмахранах ăнланнине туйса илнĕ.

Çак мăшăрăн историйĕ - 50 çул хушшинче тем те тÿссе ирттерме тивни çинчен те. Вĕсем çамрăклах Тюмене укçа ытларах ĕçлесе илме тухса кайнă. Тăватă ача ÿстерсе воспитани панă: виçĕ хĕр тата пĕр ывăл. Лешĕсем çемье пуянлăхĕ пулса тăнă, вĕсемшĕн ир-ирех тăрса ĕçлес килнĕ. Ачисем те хастар ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕнчен ырă тĕслĕх илнĕ.

1992 çулта çемье çуралнă кĕтесе каялла таврăннă. Йĕршерте йăва çавăрнă. Совхозра ырми-канми ĕçленĕ. Çуралнă ялта пурте çывăх пулнă, кашни çынна, кашни киле пĕлетĕн, кÿ- ршĕ-аршăпа та чуна уçса сăмахлатăн...

Галина Геннадьевнăпа Алексей Михайловича савăнмалăх, шăкăл-шăкăл калаçмалăх 9 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнукĕ ÿсеççĕ. Кукамăшĕпе кукашшĕ, асламăшĕпе аслашшĕ вĕсене питĕ юратаççĕ, хăйсене пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Канмалли кунсенче чей ĕçме сĕтел хушшине пухăнсан мĕн çинчен çеç калаçмаççĕ-ши вĕсем, мăнукĕсем пĕр-пĕрне пÿлсех хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пама васкаççĕ. Ачисем те çаплах. Çывăх çынсем çумра чухне чун хăпартланать, хурлăх та манăçать. Шăпах килте, вĕсен хушшинче эпир çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал илетпĕр.

Кашни халăхăнах çемье пирки каланă ытарлă сăмахсем пур. Пирĕн чăвашсем вара «Кил-çурт пуянлăхĕ - килйыш кăмăлĕнче» теççĕ. Çакă илемлĕ каларăш кăна мар, вăл пирĕн пурнăçăн тĕшши. Вуншар çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем пирки каланă ăна.

О. МИХАЙЛОВА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники