Асăрхануллă пулмалла

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:28 Просмотров: 30

Кунерти вăтам шкул çумĕнчи ачасем кĕске вăхăтлăха кăнтăрла çÿрекен «Одуванчик» ушкăнра октябрĕн 29-мĕшĕ питĕ интереслĕ те усăллă иртнĕ.

Ирхине пурте пĕрле зарядка тунă. Ун хыççăн çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен каласа панă. Каярах ачасем светофорăн кашни тĕсĕ мĕне пĕлтернине аса илнĕ. Тĕттĕм вăхăтра харпăр хăйне мĕнле тытмаллине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Хăрушсăрлăх техники çинчен калаçнă май воспитатель вĕсене кĕркуннехи тата çуркуннехи тапхăрта тумтир çинче çуталса тăракан хăюсем пулмаллине аса илтернĕ. Çакнашкал паллăсем çĕрле водителе çуран çÿрекенсене, çул урлă каçакансене аякранах асăрхама май параççĕ. Çавăнпа плакатсем çине ÿкернĕ тĕслĕхсемпе пурте интересленсе паллашнă.

Пÿлĕмре занятисем вĕçленнĕ хыççăн ачасем урама тухнă, чăваш халăхĕн вăййисене вылянă. Юлашкинчен вара чăваш фольклорĕн тĕнчипе паллашнă. Юмахсем вулани вĕсен тавракурăмне ÿстерме, чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе, пуян чĕлхипе лайăхрах паллашма пулăшнă. Ачасем чĕрчунсем, çынсем тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытнине сÿтсе явнă.

Çакăн пек мероприятисем пĕчĕккисене пур енлĕн аталанма май параççĕ, çул-йĕр çинче асăрхануллă пулма, Раççейри халăхсен культурăри эткерлĕхне хисеплеме вĕрентеççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники