Ентешпе мухтанатпăр, савăнатпăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:18 Просмотров: 37

Централизациленĕ клуб системинче культура ĕçченĕсем валли черетлĕ семинар иртрĕ. Ăна Раççей тата Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн хореографи дисциплинисен преподавателĕ, пирĕн мухтавлă ентеш Людмила Николаевна Нянина йĕркелесе пычĕ.

Вăл халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе мастер-классем ирттерни, «Илемлĕх тĕнчинче чăваш хореографийĕн ырă йăли-йĕркине упраса хăварасси тата аталантарасси» проектпа нумай пулмасть Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕнтерни çинчен те каласа кăтартрĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн проекчĕ «Раççейри йăлана кĕнĕ ăстăнпа нравственность хаклăхĕсене упраса хăварасси тата çирĕплетесси» номинацире çĕнтернĕ. Людмила Николаевна чăваш ташшисене аталантарас тĕлĕшпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленине Раççейри паллă экспертсем пысăка хурса хакланă.

Семинар вырăнти ачасен «Подсолнух» хореографи халăх ансамбльне çÿрекенсем хатĕрленĕ чаплă мастер-класспа вĕçленчĕ.

Е. РУСИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники