Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:19 Просмотров: 38

Тĕрлемесри «Василек» ача садĕнче юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Халĕ унта малярсем тăрăшаççĕ, учреждение пырса кĕмелли крыльцана юсаса илемлетеççĕ, çавăн пекех хăшпĕр пÿлĕмсенче санитарипе çыхăннă хатĕрсене вырнаçтараççĕ.

Тĕрлемесри «Василек» ача садĕнче тулли мар яваплăхлă «Ситистрой» организаци (вăлах подряд организацийĕ шутланать) ертÿçисемпе, Чăваш Республикинчи Пĕрлехи заказчик службин тĕп специалисчĕпе - инженерĕпе А. Васильевпа пĕрле ирттернĕ канашлура çак кунсенче тата мĕнле ĕçсене пурнăçламаллипе, асăннă объекта хăçан хута ярассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Юсав ĕçĕсем мĕнле пынине учреждени ертÿçи М. Максимова та, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те тĕрĕслесех тăраççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники