Куславкка хулинче Лобачевский урамĕнчи çуран çÿрекенсен çулне тирпейлесе çитерчĕç. Унăн тăршшĕ -370 метр.
Кăçал унта çĕнĕ брусчатка хурса тухрĕç, çынсене ларса канма илемлĕ 8 сакă вырнаçтарчĕç, машинăсене пырса чарăнма, çуран çÿрекенсене иртсе кайма меллĕ пултăр тесе хăшпĕр вырăнта асфальт сарчĕç.
Проект пурнăçа кĕнинче хулара пурăнакансен хăйсен тÿпи пур, вĕсем мĕнле объектсене тирпей-илем кĕртесси пирки Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлава хутшăнса пĕлтернĕ. Çак территорие ятарлă программăна кĕртме ыйтнă. Пĕтĕм ĕçе федерацин «Хула тулашне хăтлă тăвасси» программипе (вăл «Пурнăç валли - инфратытăм» наци проектне кĕрет) килĕшÿллĕн пурнăçланă. Çак тĕллевпе пурĕ 5,5 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутра федераци бюджетĕнчен - 5,4 миллион, 8,3 пин тенкĕ - республика, 16,4 пин тенкĕ - вырăнти бюджетран. Пĕтĕм ĕçе Антон Самсонов уйрăм предприниматель йĕркелесе пынă.
Куславккара пурăнакансем ырă улшăнусене тÿрех асăрхарĕç. «Çĕнетнĕ çулпа уçăлса çÿреме те, лавккасене кĕрсе тухма та питĕ аван, ывăнса çитсен ларса канма та вырăн пур», - теççĕ вĕсем.
О. МИХАЙЛОВА.
Ноябрь 2026 |
