Çитес çултан Чăваш Енре пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ виçи ÿсĕ. Çакăн çинчен калакан йышăнăва республика премьер-министрĕ Сергей Артамонов алă пуснă.
2027 çултан Чăваш Республикинче пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи (пурăнмалăх минимум) 6,8 процент ÿсмелле. Халĕ вăл 16 477 тенкĕпе танлашать, çитес çултан вара 17 597 тенкĕ пулĕ: 1 120 тенкĕ ÿсĕ.
Социаллă демографи ушкăнĕсене илес пулсан, пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçи ĕçлекен çынсемшĕн - 19 181 тенкĕ, тивĕçлĕ канурисемшĕн - 15 133, ачасемшĕн 17 069 тенкĕ пулĕ.
Палăртса хăвармалла: пĕр уйăхра пурăнма кирлĕ укçа виçинчен социаллă пособисем, ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан тÿлев мĕн чухлĕ пуласси тата пенси укçи çумне мĕн чухлĕ хушса парасси килеççĕ.
Ноябрь 2026 |
