Кĕркуннехи – хĕллехи тапхăрта

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:20 Просмотров: 38

Муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков Куславкка округĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, ăна пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тата шыв тăракан вырăнсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвне ирттернĕ.

Çанталăк сивĕтсе пынă май пушарсем тухас хăрушлăх та ÿсет. Çак тапхăрта инкек-синкек ытларах чухне çынсен тимсĕрлĕхне, ăшăтмалли хатĕрсем юсавсăррине пула сиксе тухать. Çавăнпа Алексей Николаевич комисси членĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕре тата социаллă объектсене хÿтĕлес ыйтăва та сÿтсе явнă.

Шыв пăрпа витĕннĕ вăхăт çывхарса пынă май юханшывсен, пĕвесемпе кÿлĕсен хĕрринче уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Кĕркунне вĕçленнĕ, хĕл ларнă чухне пăр çине пырса кĕни çыннăн пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушă. Çанталăк самаях сивĕтнĕ, юханшывсемпе кÿлĕсем, пĕвесем пăрпа витĕннĕ пулин те унта автомашинăсемпе кĕме юрамасть.

Муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков кашни килтех лăпкăлăхпа ăнăçу хуçаланччăр тесен комисси членĕсене ачасемпе çитĕннĕ çынсем хушшинче асăрхаттару ĕçне вăйлатма, вĕсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен каласа ăнлантарма хушнă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники