Мăкăр кĕперĕ илĕртрĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:28 Просмотров: 35

Каникул кунĕсенче Тĕрлемесри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем Канаш хулинчен 11 çухрăмри Мăкăр ялĕнче вырнаçнă ĕлĕкхи чугун çул кĕперне кайса курма шутларĕç. Унăн тăршшĕ - 368 метр, сарлакăшĕ - 4, çÿллĕшĕ - 27 метр. Ăна çитекенни Европăра та çук теççĕ.

Çак конструкцие Канаш районĕн истори тата культура палăкĕсен шутне кĕртнĕ. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикинчи чи кăсăклă архитектура палăкĕ шутланать. Тарăн çырма урлă хывнă кĕпере 1902 çулхи майăн 30-мĕшĕнче тума пуçланă. Вăл Мăкăр тата Ачакс станцийĕсен хушшинчи пысăк пĕрешке (перегон) шутланнă.1986 çулта унпа усă курма пăрахнă. Рельссене сÿтсе илсе пуçтарнă.

Мăкăр кĕперĕ пире питĕ килĕшрĕ, ачасем ун патĕнче хитре сăнÿкерчĕксем турĕç. Чăваш Енре те çакăн пек тĕлĕнтермĕш вырăнсем упранса юлнипе тĕлĕнчĕç.

Ун хыççăн шкул ачисем тĕрлĕ чĕрчунсем усракан çĕре çитрĕç. Унта тумхаллă пăлансем, кроликсем, кайăк хурсем, павлинсем, хир чăххисем ирĕкре çÿренине сăнарĕç.

Юлашкинчен экскурсин тĕп пайĕпе - «Çăкăртан асли çук» ятлă программăпа паллашрĕç.

Г. ПЕТРОВА,

Тĕрлемесри вăтам шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсен класс ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники