Кĕрхи кун мерченне сапаларĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:26 Просмотров: 34

Кĕркунне пирки эпир тĕрлĕрен калатпăр: ылтăн, тулăх, çумăрлă... Кăçал вара вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, ăшă. Сарă хĕвел кунсерен хăйĕн пайăркисене çĕр çийĕн сапалать, çулталăкăн çак ытарайми вăхăчĕ тĕрлĕ тĕспе савăнтарать. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та кĕркунне пахчаçимĕç, улма-çырла ăнса пулчĕ.

Иртнĕ эрнере районти Культура çуртĕнче куславккасем Ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне паллă турĕç. Уявпа пĕрле «Тулăх кĕркунне» выставка-конкурс та иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем муниципалитет администрацийĕн культура, спорт, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕпе Централизациленĕ клуб системи пулчĕç.

Çутçанталăк парнин куравне муниципаллă округри территори пайĕсем, пахчаçимĕç лартса ÿстерекен хуçалăхсем, шкулта вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем, округра пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Номинацисем тĕрлĕрен пулчĕç: «Пуринчен те тулăх сĕтел», «Ылтăн кĕркуннене кулинарсем çапла кураççĕ», «Чи пысăк (е йывăр) пахчаçимĕç», «Йăран çинчи тĕлĕнтермĕшсем» тата ытти те.

Сĕтелсем çинчи тĕрлĕ тĕслĕ, кĕрхи хитре чечексен çыххисем, пахчаçимĕçрен хатĕрленĕ илемлĕ теттесем, çутçанталăкра сайра тĕл пулакан кулăшла сăнарсем, тăварланă, маринадланă çимĕçсемпе улма-çырла сĕткенĕсем, кукăль-пÿремеч куракансене хăйсем патне илĕртрĕç. Пĕри тепринчен капăртарах пулнине çирĕплетсе пачĕç.

Жюри членĕсем - Куславкка муниципаллă округĕн культура, спорт, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Светлана Матанова, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Марта Кваскова, централизациленĕ клуб системин культорганизаторĕ Лилия Абрамычева - курав-конкурса хутшăннисен ĕçĕсем питĕ капăр пулнине çирĕплетрĕç. Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсен ятне Куснар, Карач, Елчĕк территори пайĕсем илме тивĕçли çинчен пĕлтерчĕç. Выставкăна курма пынисем вара хăйсене елчĕксен сĕтелĕ уйрăмах килĕшнине палăртрĕç.

Уйрăм коллективсене илес пулсан, Карач территори пайĕ - «Чи тулăх сĕтел», куснарсем - «Ылтăн кĕркуннене кулинарсем çапла кураççĕ», энтрипасарсем - «Йăран çинчи тĕлĕнтермĕшсем», кармăшсем - «Тинĕс леш енчен килсе лекнĕ тĕлĕнтермĕш», тĕмшерсем - «Кĕленчери çу кунĕсем», кунерсем «Хăех агроном» номинацисенче çĕнтерчĕç. Жюри членĕсем çавăн пекех Пăрмас, Елчĕк территори пайĕсем выставкăна хутшăнма чи пысăк виçеллĕ пахчаçимĕç, Тĕрлемес территори пайĕ тĕлĕнмелле тутлă, хăйне евĕрлĕ кукăль пĕçерсе килнине палăртса хăварчĕç.

Асăннă номинацисенче пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннисене Дипломсемпе наградăларĕç. «Тулăх кĕркунне» выставка-конкурса хутшăннисене вара пурне те Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники