Регионти «Министрпа сăмахлани» проектпа килĕшÿ-ллĕн Чăваш Республикин Обществăлла палатинче нумай пулмасть Чăваш Ен ялхуçалăх министрĕн заместителĕпе Ольга Кудрявцевăпа тĕлпулу иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Обществăлла палата председателĕн заместителĕ, аграри, çутçанталăкпа усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси председателĕ Алексей Автономов.
Тĕлпулăва хутшăннисем ялхуçалăхĕнчи малтанласа тунă пĕтĕмлетÿсене, отрасль мĕнле аталанса пынине тата малашнехи плансене сÿтсе яврĕç. Кăçал республикăра 800 пин тонна ытла тĕштырă вырса пухнă, тухăç вăтамран 1 гектартан 33 центнер тухнă. 371 пин тонна çĕрулми кăларса илнĕ, çу паракан культурăсем уйрăмах ăнса пулнă - 51 пин тонна. Теплицăсенче ÿстернĕ пахчаçимĕç калăпăшĕ 41 тоннăна çитнĕ, хăмла калăпăшĕ - 217 тонна.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче те ырă улшăнусем пур: 138 пин тонна аш-какай тата 553 миллион штук çăмарта туса илнĕ, пĕр ĕнерен 8558 килограмм сĕт сунă. Апат-çимĕç промышленноçĕнче продукци калăпăшĕ 46,4 миллиард тенке çитнĕ, 2025 çулпа танлаштарсан 13,8 процент ÿснĕ.
Агропромышленность комплексĕнче инвестицие аталантарас ыйтăва уйрăммăн пăхса тухрĕç. Паян отрасльте 86 проект пурнăçланать. Чи пысăкрах пĕлтерĕшлисем çаксем: 5400 пуç сăвакан ĕнесем усрамалли пысăк технологиллĕ пĕрремĕш ферма тăвасси тата роботсем ĕçлекен фермăсене аталантарасси. Патшалăх АПКна пĕр гектар пуçне 6,5 пин тенкĕ уйăрса парать, çак кăтартупа Чăваш Ен Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра пĕрремĕш вырăн йышăнать.
Яллă территорисене аталантарасси те тĕп çул-йĕрсенчен пĕри шутланать. Ку тĕллевпе 3,4 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнă.
Доклад вăхăтĕнче çавăн пекех çĕнĕ çул-йĕрсемпе пуçарусем илсе пачĕç: Ялти хĕрарăм кунĕ, цифрăллă укçапа ĕçлеме пуçласси, агроклассемпе ялхуçалăх валли кадрсем хатĕрлемелли проектсене аталантарасси тата ытти те. Отрасльти çитĕнÿсенчен Чăваш Енре хăмла туса илессипе çыхăннă центр йĕркеленине, «Макулинский» ăратлă хурсем ĕрчетме çĕршыври пĕртен пĕр завод ĕçлеме тытăннине асăнчĕç. Регионти брендсене тата экспортпа çыхăннă майсене аталантарассине, çав шутра Чăваш çĕршывĕнче суса илекен сĕте Китая ăсатассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Тĕлпулу вĕçленеспе унта хутшăннисем ведомствăра ĕçлекене ялхуçалăх техники туяннăшăн субсиди парассипе, аграрисене вĕрентес системăна аталантарассипе, ялхуçалăх продукцине ют патшалăха мĕн чухлĕ ăсатнипе çыхăннă ыйтусем пачĕç. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн заместителĕ Ольга Кудрявцева вĕсем çине туллин хуравларĕ.
Ю. МОРОЗ,
Чăваш Республикин Обществăлла палатин аппарачĕн эксперчĕ.
Ноябрь 2026 |
