Чăваш кĕнеке издательствинче «Алран алла» ярăмпа «Усрав ывăл» кăларăм кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ - Галина Антонова, редакторĕ - Надежда Вечеркина. Тиражĕ - 1140 экземпляр.
Коллективлă сборника Владислав Николаевпа Николай Максимовăн повеçĕсем, Римма Прокопьеван, Валентина Тараватăн, Виталий Шемекеевăн, Василий Кошкин-Кервенĕн, Хветĕр Агиверăн тата Владимир Кузьминăн калавĕсем кĕнĕ.
Хайлавсенчи сюжет - ĕмĕрхи тема. Вăл юратупа туслăх, чунлăхпа çынлăх, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем тавра явăнать. Çак кĕнекене кĕнĕ произведенисенчи сăнарсен шăпи тĕрлĕрен, анчах пурте вĕсем ыррине шанаççĕ, телейлĕ пулма ăнтăлаççĕ. Повеçсемпе калавсенче пулса иртекен пулăмсем вулакана пĕр култараççĕ те пĕр йĕртеççĕ - чуна пырса тивеççĕ.
Н. ВЕЧЕРКИНА.
Ноябрь 2026 |
