Хăтлă та пысăк троллейбус

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 18.09.2026, 13:05 Просмотров: 18

Шупашкара шавсăр çÿрекен пĕрремĕш троллейбус илсе килнĕ. Вăл электричествăсăр 20 километр кайма пултарать.

Уфари трамвайпа троллейбус заводĕнче (УТТЗ) туса кăларнă çĕнĕ йышши транспорт хатĕрне, «Горожанин» ят панăскере, пĕр вăхăтрах 100 çын вырнаçать, лармалли вырăнсем - 33. Салонра кондиционер, ăшă кăмаки, валидаторсем (укçа тÿлемелли хатĕрсем), видеокамерăсем пур. Урайĕ - лутра, çавăнпа ватă çынсене, сусăрсене, пĕчĕк ачаллă ашшĕ-амăшĕсене коляскăпа кĕрсе-тухма меллĕ.

Чăваш Ен Правительстви пĕлтернĕ тăрăх, контрактпа килĕшÿллĕн кăçал республикăна çакнашкал 10 машина илсе килмелле: 5 троллейбусран тăракан пĕрремĕш ушкăн ноябрĕн 11-мĕшĕччен килсе çитмелле, тепри - декабрĕн 21-мĕшĕччен.Çĕнĕ техникăна регионăн обществăлла транспортне аталантармалли программипе туянаççĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники