Уяр кунăн кашни минучĕпе усă курса

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.09.2026, 14:05 Просмотров: 40

Куславкка муниципаллă округĕн территорийĕнче пĕрчĕ-ллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кăçал 9795 гектар йышăнаççĕ. Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне вĕсене 5496 гектар çинче çулса тĕшĕленĕ, ку вăл пĕтĕмĕшле лаптăкăн 56,1 проценчĕпе танлашать, вырмалли тата 4299 гектар юлнă.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, 20677,4 тонна тĕштырă пухса илнĕ, вăтам тухăç пĕр гектартан – 37,6 центнер. Пĕлтĕр акнă лаптăксем кăшт нумайрах - 10 963 гектар пулнă. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 38,6 центнерпа танлашнă, 42,4 пин тонна тĕштырă пухса илнĕ.

Уй-хирте çак кунсенче кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Планпа 4071 гектар хатĕ-рлеме палăртнă пулсан, 3041 гектар сухаланă ĕнтĕ. Кĕрхи культурăсене 2004,5 гектар акма ĕлкĕрнĕ.

Çĕрулми уйĕнче те ĕç кал-кал пырать. 140 гектар çинче ăна кăларнă, 2542 тонна пуçтарса илнĕ, тухăç вăтамран 181,5 центнер тухнă. Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» 467 гектар лартнă пулнă, тухăç пĕр гектартан 209,5 центнерпе танлашнă.

Пахчаçимĕç ÿстерекенсем те уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă кураççĕ, сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне вĕсене 31 гектар çинчен пухса илнĕ.Вăтам тухăç пĕр гектартан 374,1 центнерпа танлашать. Уйрăм культурăсене илес пулсан, хăяр халлĕхе 16 гектартан 600 тонна тухнă, вăтам тухăç - 375 центнер* купăста пĕтĕмпе 560 тонна каснă, вăтам тухăç пĕр гектартан – 373 центнер.

М. КВАСКОВА,

муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники